15 ноября 2014 г.
Мишеркассинчи Культура çурчĕн методисчĕ Марина Ершова Альбина Никитина пьеси тăрăх лартнă "Ватти çук та _ латти çук" спектакльте Марина рольне питĕ пултаруллă, асра юлмалла вылярĕ. Сцена çинче хăйне тыткалани те, сасси те питĕ килĕшỹллĕ пулса тухрĕ унăн _ чăн-чăн артистăнни пекех. Марина Геннадьевна хăйĕн ĕçне чун туртнипе, хавхаланса пурнăçлать, çавăнпа та вăл тĕрлĕ концерт-спектакльсене хутшăннинчен тĕлĕнмелли çук. Маттур хĕрарăма сцена çинче тата пĕрре мар курасса шанатпăр.Штанаш ял тăрăхĕнче почтальонра тимлекен Надежда Шипеева питĕ пултаруллă, лара-тăра пĕлмен хĕрарăм. Çынсем патне хаçат-журнал таврашне вăхăтра çитерме те, ял тăрăхĕн администрацийĕнчи тирпейлĕхшĕн тăрăшма та, тĕрлĕ обществăлла ĕçе хутшăнма та ĕлкĕрет вăл. Ăна ял тăрăхĕн депутатне ахальтен суйламан пулĕ. Çỹлерех асăннă ĕçсене пурнăçланипе пĕрлех Надежда Николаевна ял тăрăхĕн пултарулăх ушкăнĕпе тĕрлĕ культура мероприятийĕсене хутшăнать. "Асамлă чаршав" фестивальте вăл Николай Терентьев пьеси тăрăх лартнă "Çĕпĕр дивизийĕ" спектакльте Анна Яковлевна рольне ĕненмелле калăпларĕ. Пултаруллă Надежда Шипеевана сцена çинче çĕнĕ çитĕнỹсем тума сунатпăр. А.КАРПОВА.