АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем тỹлевсĕр юридици пулăшăвĕ илме тивĕç

19 ноября 2014 г.

Паян, ноябрĕн 19-мĕшĕнче, республикипех Пĕрлехи информаци кунĕ иртет.

Унта çак темăсене анлăн сỹтсе явĕç:

- Чăваш Республикин территорийĕнче пурăнакан граждансене тỹлевсĕр юридици пулăшăвĕпе тивĕçтересси çинчен;

- "Ачасене право пулăшăвĕ памалли куна" вĕренỹ учрежденийĕсенче ирттересси, çемьесене тата ачасене социаллă пулăшупа тивĕçтересси пирки.

Çавăн пекех ачасен прависемпе интересĕсене хỹтĕлемелли тытăм йĕркелесси çинчен; - ял хуçалăх çулталăкне пĕтĕмлетни тата Чăваш Республикинчи ахаль выртакан ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси пирки.

Агропромышленность комплексĕнче ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартассипе çыхăннă лару-тăру;

- нумай функциллĕ центрсен никĕсĕнче халăха патшалăх тата муниципаллă пулăшусемпе тивĕçтерессине йĕркелесси çинчен. Патшалăх тата муниципаллă пулăшусемпе электрон майпа усă курас тесен Пĕрлехи порталта регистрациленесси;

- 2014-2015 çулсенчи кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта Чăваш Республикин территорийĕнче пушар хăрушсăрлăх мерисемпе тивĕçтересси çинчен;

- Чăваш Енре эрех ĕçнине тĕрĕслессине вăйлатасси тата алкоголизмпа ĕçкĕлĕх профилактики пирки.

Ыран, ноябрĕн 20-мĕшĕнче, Раççейĕпех Ачасене право пулăшăвĕ памалли кун пулнă май паянхи кăларăмра çак ыйту çинче чарăнса тăрăпăр. Çак куна çулсерен ноябрĕн 20-мĕшĕнче ирттерме РФ Правительствин 2012 çулхи октябрĕн 15-мĕшĕнчи хушăвĕпе çирĕплетнĕ. Ăна тăлăх е ашшĕ-амăш хỹттисĕр юлнă ачасене тата вĕсене пăхса пурăнакансене, хевтесĕр ачасене тата вĕсен ашшĕ-амăшне, çемьене ача усрава илес текенсене тỹлевсĕр юридици пулăшăвĕ парас тĕллевпе тата асăннă ушкăна кĕрекенсене хỹтĕлес тесе йĕркелеççĕ. Ачасене право пулăшăвĕ памалли кун республикăра та анлăн иртмелле. Хĕрлĕ Чутай районĕнче те ыран юстици тата шалти ĕçсен, патшалăх, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, вĕренỹ организацийĕсен ĕçченĕсене явăçтарнипе чылай мероприяти йĕркелеме палăртнă. Шкулсенче адвокатсем хутшăннипе право ыйтăвĕсемпе консультацисем тата лекцисем, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн администрацийĕнче "Хăрушсăрлăх урокĕ" калаçу, район администрацийĕнче "Тăлăх ачасене çемьесене вырнаçтарасси. Çул çитмен ачаллă мăшăрсем уйрăлнă чухне сиксе тухакан тавлашуллă ыйтусем. Сахал тупăшлă çемьесене патшалăхăн социаллă пулăшăвĕпе тивĕçтересси. Коммуналлă тỹлевсемшĕн субсиди илесси" темăпа çавра сĕтел тата "Асăрханăр, ачасем!", "Район халăхĕн хỹтлĕхсĕр категорине социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтересси", "Васкавлă право юридици пулăшăвĕпе тивĕçтеретпĕр" темăсемпе консультацисем иртмелле. Çавăн пекех Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекенсем адвокатпа нотариус пĕрлешĕвĕн представителĕсемпе тĕл пулĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика