19 ноября 2014 г.
Эрех çынна ыр тумасть. Çакна пурте пĕлетпĕр, ăнланатпăр. Юлашки çулсенче ĕçкĕпе иртĕхесси анлă сарăлчĕ. Самана пăсрĕ-ши çынсене _ ĕçкĕ тарăн тымар ячĕ. Çакă мĕн патне илсе çитерме пултарассине ăнлансах каймастпăр-ши эпир?
Çын ĕмĕрĕ _ хăналăх
"Çуралассинчен юлайманнине çын вилессинчен те юлаймасть", _ теççĕ халăхра. Ку чăнах та çапла. Эпир ку çĕр çинче хăнара кăна _ вăхăт çитсен пурте çут тĕнчерен уйрăлса каятпăр. Анчах çав вăхăчĕ хăçан çитмелле-ши? Этем пĕр ĕмĕр _ 100 çул _ пурăнма пултарать тейĕпĕр. Анчах та юратнă çын, тăван 70-80 çула çитсен вилни те çывăх çынсене чĕререн хурлантарать. Апла пулсан çамрăклах вилекенсем çинчен мĕн каламалли пур? Çĕр йăтайми хуйхă-çке вăл _ çын çамрăклах пурнăçран уйрăлни. Ял çăвисем çине кайса пăхăр-ха _ вĕсем тулса ларнă. Унта пытарнисем хушшинче çамрăксем чылай пулни питĕ пăшăрхантарать. Хăшĕсем çемье çавăрса та ĕлкĕреймен вĕт-ха... Мĕн сăлтавпа ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупаççĕ-ха паян çамрăксем, вăй питти çынсем? Чылайăшĕн пурнăçне чир-чĕр татать. Çул-йĕр çинчи аварисенче вилекен те нумай. Хăйсем çине алă хурса пурнăçран уйрăлнисем те пур. Эрехе пула "автансăр яла" ăсаннисен шучĕ те ỹссе пырать. Ĕçкĕпе иртĕхесси çамрăклансах пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Хăшĕ-пĕри кашни кунах ỹсĕр. Ялта аншарли сутакансем сăмакунне кивçенле, талăкăн хуть те хăш вăхăтĕнче киле çитерсех параççĕ. Фанфурикне те çăмăллăнах тупса илме пулать. Хаклă та мар _ ма ĕçес мар? Çапла кашни кун. Йывăр чирлесе çамрăклах виличченех тăсăлать çак ĕçкĕ. Роспотребнадзор кăтартăвĕсемпе, Раççейре 11-18 çулхи 5 миллиона яхăн çамрăк тăтăшах эрех-сăра ĕçет. Раççейĕн сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова иртнĕ уйăхра пĕлтернĕ тăрăх, çĕр-шывра алкоголизма пула вилекенсен шучĕ ỹссех пырать. Пневмонирен е грипран камсем вилеççĕ? Эрех ĕçекенсем. Вĕсен иммунитечĕ япăхланнă. Апат ирĕлтерекен органсен чирĕсемпе камсем вилеççĕ? Каллех эрех ĕçекенсем. Ĕçме пăрахма пулать. Хăвна ху çирĕп тытни, эрех-сăра нихăçан та ырă туманнине, майĕпен-майĕпен вилĕм патне çавăтса пынине ăнланас тесе тăрăшни çеç кирлĕ.
Ĕçме пăрахнă çын _ телейлĕ çын.
Çакна нумай-нумай тĕслĕхпе çирĕплетме пулать. Ĕçмен çын йĕркеллĕ ĕçлет, карьера та тăвать, çемье çавăрать. Ачасене çемьешĕн тăрăшакан ашшĕ-амăш кирлĕ, вĕсем аслисенчен ырă тĕслĕх илсе çитĕнччĕр. Эрех ĕçнĕçемĕн çырткалатпăр... Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ çын сывлăхĕшĕн хăрушсăр алкоголь виçине çапла палăртать: сывă арçын çулталăкне 10 литр таса спирт ĕçме пултарать. Хĕрарăм _ виçĕ хут сахалтарах. Раççей наркологĕсен виçи урăхларах _ çыннăн çулталăкне таса спирт 8 литртан ытла ĕçмелле мар, эрнере виçĕ-тăватă кун йăлт урă пулмалла. Пирĕн çынсем вара паян çулталăкне 15,1 литр спирт ĕçеççĕ. Специалистсем çапла калаççĕ _ эпир эрех ĕçме пĕлместпĕр. Европăра апат çинĕ май эрех сыпаççĕ, пирĕн патра вара _ эрех ĕçнĕçемĕн çырткалаççĕ. Пуриншĕн те паллă _ мĕн чуль сахалтарах ĕçетĕн, çавăн чухлĕ лайăхрах. Çапах та хăшĕ-пĕрисем мĕншĕн ытлашшипех ĕçеççĕ-ха? Йывăрлăхсенчен хăтăлма, пăлханнине, хумханнине (стресс) ирттерме... Ĕçсен кăмăл уçăлать пек, йывăр шухăшсем сирĕлеççĕ. Анчах та ку _ серепе, ултав. Сисеймест те этем _ эрехĕн тĕпсĕр авăрĕ туртать те туртать, унтан çăтсах ярать. Çавăнпа та, эрех ĕçмех тивет пулсан та, чи малтан унăн пахалăхне тата виçине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Апат та çителĕклĕ çимелле. Енчен те çын палăртнинчен ытларах ĕçет, эрех виçине тĕрĕслесе тăраймасть, тепĕр кунне хăйне чирлĕ çын пек туять пулсан вăл алкоголе пăхăнма пуçлать. Кун пек чухне, тен, специалист патне кайма та вăхăт пулĕ...
Алина ИТТИ.