22 ноября 2014 г.
Юн кун республикăра, çав шутра пирĕн районта та, Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Халăхпа тĕл пулса калаçма тĕп хуламăртан килсе çитнĕ тĕрлĕ ведомство представителĕсем район администрацийĕн ĕçченĕсемпе вунă ушкăна пайланса пур ял тăрăхне те çитсе курчĕç. Район пуçлăхĕ Александр Степанов ертсе пыракан ушкăн Тралькасси ял тăрăхĕн администрацийĕнче пулчĕ. Александр Юрьевич Информаци кунĕн темисемпе доклад туса пачĕ, тĕл пулăва хутшăнакансен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Александр Степанов çакна палăртрĕ:
- Сĕт хакĕ паянхи кун 18 тенкĕпе танлашать. Вăл пĕлтĕрхинчен пĕчĕкрех ĕнтĕ, малашне татах ỹсĕ-ха. Пасар хутшăнăвĕсене пула сĕт завочĕсем хака хăпартмаççĕ. Райпо председателĕ пулнă май çакна та палăртса хăварас килет: эпир халăхран сутăн сĕт илетпĕр, Хĕрлĕ Чутай салинчи Çĕнĕ центрта вырнаçнă гастрономра пластик кĕленчене ярса тултарнă (разливной) сĕте литрне 22 тенкĕпе сутатпăр. Анчах та темшĕн ытларахăшĕ лавккари хитре пакетлă 36-45 тенкĕллĕ тутăсăр сĕтех илме кăмăллать. Çавăн пекех эпир ял çыннисенчен аша ăсатма чĕр выльăх туянатпăр. Нумайăшĕ кỹршĕ регионтисене килтенех выльăх сутса ярать, лешĕсем вара ял çыннине улталаççĕ, йỹнĕ хакпа туянса хăйсем валли услам тăваççĕ. Ял çынни тупăш илес тĕллевпех выльăх усрать, мĕншĕн-ха ăна йỹнĕпе парса ямалла? Эпир те киле пырсах илсе кайма пултаратпăр, сирĕн хатĕрлев кантурне (тел.: 2-17-36) заявка памалла кăна. Выльăха хатĕрлев кантурĕ урлă аша ăсатни ял çыннишĕн тупăшлăрах пулать.
А.ОРИНОВА.