АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕркунне сутлăх сĕт пĕлтĕрхинчен мĕншĕн йỹнелчĕ?

22 ноября 2014 г.

Хресчене çак ыйту канăç памасть "Агро-Инновацисем" ХП пĕлтернĕ тăрăх _ тирпейлекен предприятисем кашни килограмм сĕте (1-мĕш сорт) кăçалхи ноябрĕн 6-мĕшĕ тĕлне 19,1 тенкĕлле (пĕлтĕрхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче _ 19,68) йышăннă. Продукци паракансене кашни литр сĕтшĕн июльте _ 1,73, августра 0,69 тенкĕ нумайрах, сентябрьте _ 28, октябрьте 82 пус сахалрах тỹленĕ. Сентябрьтен пуçласа килти хуçалăхсен продукцине пĕлтĕрхинчен йỹнĕрех хаклама тытăннă. Сĕт завочĕсем те, коммерсантсем те сăлтавне ăнлантармаççĕ. Ял-йыш тарăхать, иртнĕ çулхи хакран чакас марччĕ тет. Октябрĕн 31-мĕшĕнче сутлăх сĕтĕн (1-мĕш сорт) вăтам хакĕ Ульяновск облаçĕнче _ 19,75, Самар облаçĕнче _ 18,3, Чăваш Енре _ 18,24, Тутарстанра _ 18,01, Чулхула облаçĕнче _ 18, Мари Элре _ 17,25, Киров облаçĕнче 16,15 тенкĕ пулнă. Танлаштаруран ЧР виççĕмĕш вырăнта пулнине пĕлетпĕр. Вăл сентябрьте те çав пусма çинчех тăнă. Ку аван кăтарту. Район администрацийĕсенчен пĕлтернĕ тăрăх _ октябрĕн 31-мĕшĕ тĕлне килти хуçалăхран пухнă сĕтĕн сутлăх хакĕ районсенче çапла йĕркеленнĕ: Улатăр _ 13-15, Элĕк _ 17, Патăрьел _ 14,5-16, Вăрнар _ 16-16,5, Йĕпреç _ 16-17, Канаш, Хĕрлĕ Чутай, Красноармейски, Вăрмар, Етĕрне, Муркаш _ 16, Куславкка _ 15, Комсомольски _ 14,5-15, Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле, Шупашкар районĕ _ 15-16, Пăрачкав _ 15-17, Çĕрпỹ _ 14-17, Шăмăршă _ 15-23, Елчĕк _ 15-15,5. Тирпейлекен предприятисем тата килти хуçалăхсенчен продукци пуçтаракан организацисем лартакан хак пĕрешкел маррине ял çыннисем лайăх пĕлеççĕ. Пурте тупăш илес тĕллевпе килти хуçалăхсене сахалрах тỹлесшĕн. Ял çыннисем сутлăх сĕт хакне ỹстерес тĕлĕшпе республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев кăçал ырă витĕм кỹнине çирĕплетеççĕ. "Чăн сăмахăн суйи çук", _ теççĕ халăхра. Вăл çулталăк пуçламăшĕнче ирттернĕ кашни тĕл пулура, каярахпа уйăхсерен йĕркеленĕ пуху-канашлура вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчен килти хуçалăхран пуçтаракан сутлăх сĕт хакне ỹстерессишĕн тăрăшма чĕнсе каларĕ. Унăн сăмахĕсем çилпе вĕçмерĕç. Тирпейлекен предприятисем 1-мĕш сортлă сĕте мартра пĕлтĕрхи çав уйăхринчен _ 7,15, апрельте _ 6,34, майра _ 5,17, июньте 3,16 тенкĕ хаклăрах йышăннă. Çапах та продукци паракансем çĕклекен ыйтăва тепĕр хут лартас килет: сентябрьтен пуçласа килти хуçалăхран пухакан сутлăх сĕт хакĕ мĕншĕн йỹнелме пуçларĕ? Пурăнăпăр _ курăпăр...

Ю.МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика