АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кив Атикасси каччине Президент полкне илнĕ

22 ноября 2014 г.

Кив Атикасси каччине Президент полкне илнĕ

Чăваш çамрăкĕсем çулленех Президент полкĕн йышне кĕреççĕ. Республика çĕр-шывăн хисеплĕ çар чаçĕсене каччăсене ăсатакан Раççей Федерацийĕнчи 30 регион шутне кĕрет. Çак чаçре 200 чăваш салтакĕ çĕр-шыв умĕнчи парăма татнă ĕнтĕ. Вĕсем унта пурте тенĕ пекех лайăх енĕсемпе çеç палăрнă. Кăçалхи сентябрь уйăхĕнче комиссии республикăри пур призывникран Президент полкĕ валли 15 çынна суйланă. Вĕсен Мускав Кремлĕн Комендатурин Президент полкĕнче тивĕçе пурнăçлама, патшалăхăн çỹллĕ шайĕнче иртекен мероприятисене хутшăнма тата хисеп караулĕ тăма тивет. Ноябрĕн 18-мĕшĕнче вара çирĕп тĕрĕслев витĕр тухнă чи лайăх призывниксене Канашри пухăнмалли пунктра республикăн пĕрремĕш сăнĕсем, Президент полкĕн дембелĕсем, ашшĕ-амăшĕ савăнăçлă майпа ăсатнă. Аса илтеретпĕр, пĕтĕмпе кĕрхи призывпа Чăваш Енрен 1204 çамрăк çар ретне тăмалла. _ Тăван çĕр-шыва хỹтĕлесси _ кашни арçыннăн яваплă та хисеплĕ тивĕçĕ. Эпир эсир тивĕçе чыслăн пурнăçласса шанса тăратпăр. Президент полкĕ сирĕншĕн чăн-чăн пурнăç урокĕ пултăр, _ тенĕ ЧР Правительство Председателĕ Иван Моторин. Элита полкĕн пулас салтакĕсене сăмах каланă май вăл вĕсене тăванĕсемпе, çывăх çыннисемпе тỹлевсĕр калаçма телефон тата сим-карттă парнеленĕ. Палăртмалла, Президент полкне Кив Атикасси каччине Анатолий Вячеславович Яковлева та суйланă. Кремль стенисенче çĕр-шыв тивĕçне пурнăçлама кайма вăл шкул сакки çинче ларнă вăхăтрах хатĕрленме тытăннă, спортпа туслă пулса çитĕннĕ. Çавăнпах сывлăх, ỹт-пỹ пиçĕлĕхĕ енĕпе, Хăрушсăрлăх федераци служби тата Шалти ĕçсен министерстви витĕр пĕр кăлтăксăр тĕрĕсленсе тухма пултарнă. Шупашкарти строительство техникумĕнчен вĕренсе тухнă патвар хул-çурăмлă Анатолие ашшĕ-амăшĕ, тăван-пĕтенĕ пил парса килĕнчен ноябрĕн 16-мĕшĕнче Канаша ăсатнă. Çак ятпа Кив Атикасси ял клубĕнче культура ĕçченĕсем "Çарта тăрасси _ тивĕç" ятпа ăсату каçĕ йĕркеленĕ.Тепĕр икĕ кунтан Анатолий ытти пулас салтаксемпе пуйăс çине ларса Президент полкне тухса кайнă. А.ЗАМУТКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика