22 ноября 2014 г.
Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ăмăртăвĕнче тăхăр уйăхри ĕç кăтартăвĕсемпе мала тухнисен йышĕнче "Коминтерн" ял хуçалăх производство кооперативĕн ветеринари тухтăрĕ Альбина Константинова та пур. Альбина Владимировна сыснасенчен аш илессине 143 процент тата çурасем илессине 107 процент ỹстернĕшĕн "Районти чи лайăх ветеринари врачĕ" ята, район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ.
Сăмах май, ял хуçалăх ĕçченĕсен уявĕнче малта пыракансене чысланă çĕрте çамрăксем чылай пулчĕç. Хисеп хучĕсемпе тав çырăвĕсене райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн специалисчĕ Евгений Шалтайкин, "Нива" тата "Свобода" хуçалăхсенчи Алексей Зайцевпа Александр Токарев механизаторсем тата ытти çамрăксем тивĕçрĕç. Уява килнĕ сумлă хăнасем палăртса çапла каларĕç: "Наградăсене тивĕçнисем хушшинче çамрăксем пулнине ырламалла. Вĕсем хуçалăхра ĕçлеме ỹркенмеççĕ пулсан районăн малашлăхĕ пур". Район пуçлăхĕ Александр Степанов та çамрăк специалистсене района илĕртес, вĕсене ялта пурăнма тивĕçлĕ условисем туса парас енĕпе тĕрлĕ программăсем пурнăçланнине пĕлтерчĕ. Кăçал çеç района çичĕ çамрăк специалист килнине, вĕсене çурт-йĕр ыйтăвне татса пама патшалăх енчен финанс пулăшăвĕ панине палăртрĕ. А.ДМИТРИЕВА.