26 ноября 2014 г.
Çакăн пек калаççĕ Утаркассинче çуралнă, халĕ Уйпуç ялĕнче пурăнакан Александр Кошелев пирки. Пĕчĕк чух вăл чутах шывра путса вилмен, 5-мĕш класра чух килĕнче ăнсăртран пушар тухсан кăшт çеç çунса кайман...
Халĕ вăл мăшăрĕпе çемье чăмăртаса пурăнма тытăннăранпа 35 çул çитнĕ. Çак пулăма райадминистрацин ЗАГС пайĕнче паллă тунă кун Верăпа Александр Кошелевсем иккĕшĕ те чăвашсен тĕрĕллĕ кĕписемпеччĕ. Ăнсăртран мар иккен... Çавăн чухлĕ пĕрле пурăннине ĕлĕкренех тĕртсе тунă пирпе танлаштарнă. Пир туя паллă тунă чух сĕтел çине кил ăшшине, ăнăçлăха çирĕплетекен пир çи витти сармалла, арăмĕн мăшăрне пир кĕпе тăхăнтартмалла, тенĕ. 35 çул каялла, Пукрав кунĕнче, пĕрлешнĕ Александр Федоровичпа Вера Васильевна чăваш тумĕпе çамрăк чухнехи пекех илемлĕ курăнчĕç, кăмăлпах пурнăçĕнчи интереслĕ самантсене аса илсе каласа пачĕç. Мăшăр юрра-ташша ăста, çавăнпа вĕсене сцена çинче час-часах курма пулать.
Кошелевсене Пантьăк, Мăн Этмен ял тăрăхĕсенче пĕлмен çын сахал. Александр Федорович Уйпуç ялĕнчи шкулта нумай ĕçленĕ, математика, физика предмечĕсене вĕрентнисĕр пуçне 20 çул унăн ертỹçинче тăрăшнă. Хальхи вăхăтра вăл Мăн Этмен шкулĕнче асăннă предметсемпе ачасене вĕрентет. Вера Васильевна та бухгалтерта тата Уйпуçри шкул библиотекинче нумай çул вăй хунă. Мăшăрăн, иккĕшин те, пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ _ 36 çул. Вĕсем икĕ ачана кун çути парнелесе пурнăç çулĕ çине кăларнă. 35 çул çитнине пир, мерчен, йĕтĕн туйĕ теççĕ. Вĕсем пурте туйăмсен, хутшăнусен çирĕплĕхне, вăйне, мирлĕ пурнăçа, вăрăм кун-çула çирĕплетеççĕ. Кошелевсен те çакă пĕтĕмпех пултăрччĕ.
А.ДМИТРИЕВА.