АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асар-писер - пĕр талăк, пуçтармалла çулталăк

26 ноября 2014 г.

Октябрьти пăрлă çумăр хыççăн хуçăлса сиенленнĕ йывăçсене тирпейлес ĕç малалла пырать. Çакăн çинчен ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕ Е.Юшин республикăри муниципаллă районсен тата хула округĕсен пуçлăхĕсен видеоконференцийĕнче пĕлтернĕ. Аса илтеретпĕр, пăрлă çумăр çунине пула ун чухне чылай район шар курнăччĕ.

Çут çанталăк синкерне сирме кỹршĕ регионсенчен те ятарлă бригадăсем килнĕччĕ. Электропередачăсем иртекен вăрман кассисене 15 бригада тĕрĕсленĕ, 77 километра яхăн прачаксене каснă, 60 километра яхăн çул хĕррисенчи йывăçсене тасатнă, çуртсемпе сооруженисем çине ỹкнĕ туратсене, йывăçсене тирпейленĕ. Пĕтĕмпе çак ĕçе ЧР Çут çанталăк министерствине пăхăнакан учрежденисен 150 ĕçченĕ хутшăннă. Хальхи вăхăт тĕлне санитарипе сиплев мероприятийĕсем ирттерес тĕллевпе сиенленнĕ 345 гектар çинчи 2862 кубла метр вăрмансенче патологи тĕпчевĕ ирттернĕ. Çут çанталăк пулăмĕ вăрмансене 7 миллион та 900 пин тенкĕлĕх тăкак кỹнĕ. Пăрлă çумăр хыççăнхи пулăмсене сирес енĕпе вăрман фондне тĕрĕслес, тĕпчес ĕçсем малалла пыраççĕ.

Октябрь уйăхĕ республикăра, вăл шутра пирĕн районта та, пурăнакансен тỹсĕмлĕхне, вăр-варлăхне, ĕçченлĕхне тĕрĕслерĕ. Çав кунсенче уйрăмах халăха çутăпа тивĕçтерекенсене, электролинисене пăхса тăракансене йывăр килчĕ. Ахальтен мар çут çанталăк синкерне вăхăтра сирнĕшĕн район пуçлăхĕ Александр Степанов "Хĕрлĕ Чутайри электричество сечĕсем" организацин начальникне Сергей Мамуткина тата баланс ушкăн ертỹçине Николай Артемьева Тав çырăвĕ парса чысларĕ.

Александр СТЕПАНОВ, район пуçлăхĕ:

- Октябрь уйăхĕнче эпир кĕтмен çĕртен çут çанталăк синкерĕпе тĕл пултăмăр. Çавна пула темиçе ял çутăсăр юлчĕ. Сергей Владимировичăн коллективĕ тата Николай Семенович ертсе пыракан ушкăн тăватă талăк, пĕр канмасăр тенĕ пек, халăха çутăпа тивĕçтерес тесе тỹрĕ кăмăлпа тăрăшрĕç. Вĕсем чăннипех тав сăмахне тивĕçлĕ тесе шутлатăп. А.ЗАМУТКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика