29 ноября 2014 г.
Хĕрарăм çут тĕнчене ача çуратма килет. Анчах та пурин те шăпа пĕр тан килмест. Паянхи куна кăçал районта 138 ача çуралчĕ, ку кăтарту пĕлтĕрхинчен самаях пĕчĕк. 2013 çулта районта 170 ача кун çути курчĕ, 2012 çулта вара аннесем 180 ачана çут тĕнче парнелерĕç. 2011 çулта _ 148 ача, 2010 çулта _ 170 ача, 2009 çулта _ 192, 2008 çулта 173 ача çуралнăччĕ. Нумай ачаллă çемьесем те пирĕн районта чылаййăн мар. Кăçал йĕкĕреш ачасем те иртнĕ çулхисенчен сахалрах, пурĕ _ икĕ çемьере. Шел те, çын çут тĕнчене килнĕ пулсан тепĕр тĕнчене каяссинчен юлмасть. Кăçал 146 хĕрарăм çут тĕнчерен уйрăлчĕ, пĕлтĕр _ 184 хĕрарăм, 2012 çулта _ 188, 2011 çулта _ 220, 2010 çулта _ 213, 2009 çулта _ 239, 2008 çулта _ 220. Вĕсем вăтамран 75 çул пурăннă. Куратпăр, çуралакансенчен вилекенсем ытларах.
Елена БАРЫШНИКОВА, райадминистрацин ЗАГС пайĕн начальникĕ.