29 ноября 2014 г.
Районти социаллă хỹтлĕх пайĕн тивĕçĕсенчен пĕри вăл - ачаллă çемьесене пособисем вăхăтра тỹлесе тăрасси. Кăçалхи 11 уйăх хушшинче эпир пурĕ 29 млн та 645 пин тенкĕлĕх ача пособийĕ тỹлерĕмĕр. Чăваш Республикинче ачаллă çемьесене çакăн пек пособисем тỹлеççĕ. Ачашăн уйăхсерен паракан пособи виçи пепке мĕнле çемьере (тулли, тулли мар, усрав çемье, пĕччен амăшĕн, çар çыннисен) ỹснине кура тĕрлĕрен.
Ашшĕ те, амăшĕ те пур çемьери ачасемшĕн уйăхсерен паракан пособи виçисем çапларах:
Пĕр ачаллă çемьесен: - 2 çул тултарман ачашăн _ 905 тенкĕ; - 2 çултан пуçласа 18 çулччен _ 164 тенкĕ.
Икĕ ачаллă çемьесен: - 2 çул тултарман ачашăн _ 947 тенкĕ; - 2 çултан пуçласа 18 çулччен _ 206 тенкĕ.
Виçĕ ачаллă çемьесен: - 2 çул тултарман ачашăн _ 1054 тенкĕ; - 2 çултан пуçласа 7 çулччен _ 311 тенкĕ; - 7 çултан пуçласа 18 çулччен _ 415 тенкĕ.
Тăватă тата ытларах ачаллă çемьесен: - 2 çул тултарман ачашăн _ 1412 тенкĕ; - 2 çултан пуçласа 7 çулччен _ 671 тенкĕ; - 7 çултан пуçласа 18 çулччен _ 1167 тенкĕ.
Опекунсемпе усрава илнĕ çемьесен: - 2 çул тултарман ачашăн _ 6098 тенкĕ; - 2 çултан пуçласа 7 çулччен _ 6343 тенкĕ; - 7 çултан пуçласа 18 çулччен _ 6966 тенкĕ.
Чăваш Республикин 100 пин тенкĕпе танлашакан амăшĕн капиталне районти 115 çемье тивĕçет.
Виççĕмĕш тата хыççăнхи ачашăн уйăхсерен 6713 тенкĕне районти 58 çемье илсе тăрать.
Çире пур хĕрарăмсене тата кăкăр çитерекен амăшĕсене тухтăрсем çырса панипе уйăхсерен 100 тенкĕ тỹлеççĕ. Ача çуралсан пĕр хутчен 13741 тенкĕ те 99 пус тỹлеççĕ.
Ача çулталăк çурă тултариччен пĕрремĕш ачашăн уйăхсерен 2576 тенкĕ те 63 пус, иккĕмĕш тата ун хыççăнхисемшĕн 5153 тенкĕ те 24 пус тỹлеççĕ. Мăшăрĕ салтака кайнă çире пур хĕрарăма пĕр хутчен 21761 тенкĕ тивĕçет. Ашшĕ салтака кайнăшăн ачана уйăхсерен 9326 тенкĕ те 52 пус параççĕ.
В.ЯРАБАЕВА, районти социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ.