29 ноября 2014 г.
Çанталăк сивĕтсех пынă май ачасем гриппа чирлес хăрушлăх ỹссех пырать. Паянхи куна эпир районти ачасем гриппа чирленине тупса палăртман пулин те, чирлесе нуша куриччен унпа çийĕнчех кĕрешмелле. Грипп чирĕнчен хăтăлас тесен ачасене профилактикăллă прививкăсем тумалла. Çак ĕçе кĕркуннех пурнăçламалла. Кăçал октябрьте пирĕн пата ачасем валли грипп ересрен тумалли 1300 доза тỹлевсĕр вакцина килчĕ, эпир вĕсене пĕтĕмпех туса пĕтертĕмĕр: 930 шкул ачине, садике çỹрекен 300 ачана тата килте ларакан 70 пепкене. Енчен те ашшĕ-амăшĕ ачисем чирленине, вĕсен сывлăхĕ хавшанине туйсан çийĕнчех район больницине илсе килме сĕнетĕп. Чире шала яриччен вăхăтра сиплемелле. Эпир сире яланах пулăшма хатĕр.
Елена МАТВЕЕВА, район больницин педиатрĕ.