29 ноября 2014 г.
Вырăсла ку туя бриллиант туй теççĕ. Хаклă йышши, çирĕп, хитре чулпа танлаштарнипе килĕшмеллех. Мĕншĕн тесен бриллиант туйччен пĕрле пурăнакан мăшăрсен çемье телейĕ чул пекех çирĕп ĕнтĕ, ăна çулсем те ватаймаççĕ. 60 çул рекордлă туйсенчен пĕри шутланать. Ун чухлĕ пĕрле пурăнакансем сахал. Паян сире пурнăçăн тумхахлă çулĕпе ултă теçетке килĕштерсе утакан мăшăрпа паллаштарăпăр. Вĕсем _ Уйпуç ялĕнчи Аннăпа Василий Афоркинсем.
Вĕсем иккĕшĕ те иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Çавăнпа ун чухнехи ачасен йывăр шăпи пирки тавçăрса илме йывăрах та мар: 10-14 çулсенчех аслисемпе танах колхоз ĕçне кỹлĕннĕ, выçлăхне те, сиввине те курнă, вăрçă çулĕсене тỹссе ирттернĕ. Çитменнине Анна Ивановнăпа Василий Андреевич иккĕшĕ те ачаллах тăлăха юлнă. Çулсем иртсен нуша мĕнне пĕчĕклех астивнĕ икĕ çамрăк тĕл пулса çемье чăмăртанă, пурнăç йывăрлăхĕсене çĕнтерсе малалла талпăннă.
_ Пурнăçăм çăмăл килмерĕ, хура-шурне пайтах куртăм. Аттене репресси вăхăтĕнче, 1937 çулта вĕлерчĕç. Пур ачи те выçăпа вилчĕ, эпĕ кăна юлтăм. Шăпа çавăн пек килчĕ ĕнтĕ. Мăшăрлансан та çăмăл пурнăç кĕтмерĕ. Хальхи пек хăтлă çурт-йĕр пулман ун чух, çаврăнма çук пĕчĕк пỹртрех сысни те çăвăрлатчĕ, хам та ача çурататтăм. Ĕмĕр тăршшĕпех ĕçлерĕмĕр, темиçе кил-çурт турăмăр, çунса та кайрăмăр, каллех çурт лартрăмăр... Пурнăçа тытса пыма çăмăл пулмарĕ. Çапах пуçа усмарăмăр, колхоз ĕçĕнчен юлмарăмăр, выльăх-чĕрлĕх те тытрăмăр, пилĕк ача ỹстерсе ура çине тăратрăмăр. Халĕ ачасемпе, мăнуксемпе савăнса, вĕсен ăшшине туйса пурăнатпăр, _ каласа пачĕ Анна Ивановна хăйсене райадминистрацин ЗАГС пайĕнче кевер туйпа чысланă вăхăтра.
Пĕр-пĕрне юратни, ăнланни, пулăшни, пĕр-пĕриншĕн тĕрев пулни мăшăра яланах вăй-хал парса тăнă, халĕ те çаплах. А.ЗАМУТКИНА.