АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăхăр уйăх пăлханусăр ирттĕр

29 ноября 2014 г.

Пепке çурални ашшĕ-амăшĕшĕн те, çывăх çыннисемшĕн те пысăк савăнăç, çав вăхăтрах питĕ яваплă пулăм. Пĕчĕк чун пысăк тĕнчере хăй ытлашши маррине туйса çуралтăр тесен çемьере ăнланупа килĕшỹ хуçаланмалла, арçынпа хĕрарăмăн хăйсем аттепе анне пулма "пиçсе çитнине" чун-чĕрипе туйса илмелле. Çавăн чухне çеç: "Саламлатпăр, сирĕн ача пулать", _ тенине пулас ашшĕ-амăшĕ пăлханса, анчах питĕ савăнса йышăнĕ. Ача амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕрарăма мăшăрĕн, çывăх çыннисен пулăшăвĕ кирлех. Унсăр пуçне çие юлнă хĕрарăма медицина тĕрĕслевĕ те питĕ кирлĕ. Район больницин хĕрарăмсен консультацийĕнче паянхи куна ача амăшĕ пулма хатĕрленекен 56 хĕрарăма шута илнĕ. Çие юлнисенчен 35-шĕн варти пепки 20 эрне е ытларах аталаннă ĕнтĕ. Вĕсенчен 11-шĕ пĕрремĕш хут амăшĕ пулма хатĕрленеççĕ, 12-шĕ иккĕмĕш ачине кĕтеççĕ, 9-шĕ _ виççĕмĕшне, 3-шĕ _ тăваттăмĕшне. Пĕр хĕрарăм пиллĕкмĕш ачине кун çути пама хатĕрленет. Палăртмалла, кăçалхи 11 уйăх хушшинче пурĕ çие юлнă 110 хĕрарăма учета тăратрăмăр. Амăшĕ пулас шутлисем хушшинче ниçта та ĕçлеменнисем те, качча кайман, пĕччен хĕрарăмсем те, унччен амăшĕн прависĕр юлнисем те пур _ кун пеккисем хальлĕхе пиллĕкĕн. Кăçал 18 çул тултарман икĕ хĕрарăм ача çуратрĕ. Çие юлсан малтанхи эрнесенчех пирĕн пата учета килсе тăракансем (кун пеккисем пирĕн 85 процент) виçĕ хутчен ача сусăр е чăлах çураласран виçĕ хутчен ятарлă тĕрĕслев витĕр тухаççĕ. Çире пур хĕрарăмсене ача çуратмалли сертификат параççĕ, вĕсемпе тỹлевсĕр витаминсемпе тата микроэлементсемпе тивĕçтеретпĕр, ультрасасă тĕрĕслевĕсем ирттеретпĕр. Районти хĕрарăмсене, вĕсем мĕнле теветкеллĕх ушкăнне (группа риска) кĕнине кура, ача çуратма Çĕмĕрлене е Шупашкара яратпăр. Таса та çирĕп сывлăхлă, кĕтнĕ, юратнă, телейлĕ ачасем килччĕр çут тĕнчене!

Галина ЖУРАВЛЕВА, акушер-гинеколог.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика