АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килте эпир аннесем, ĕçре вара…

29 ноября 2014 г.

Куçĕсем çуталса кайрĕç, сăнĕ çамрăкланса тути йăл кулчĕ Елена Петровна Самылкина мăшăрĕпе ывăлпа хĕре çут тĕнче парнелесе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Ачисем те ашшĕ-амăшĕ пекех аслă пĕлỹллĕ, çемьеллĕ. Ывăлĕ çемйипе Шупашкар хулинче тĕпленнĕ, хĕрĕ вара Норильск хулинче пурăнать. Паянхи кун Самылкинсем икĕ мăнукпа савăнаççĕ. Елена Петровна хăйĕн ĕç стажне Тралькасси шкулĕнче ирттернĕ, ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Тен, паянхи кун та унтах тăрăшатчĕ, анчах та ачасен йышĕ сахаллине пула шкул хупăнчĕ. Ачисем пирки сăмах пуçарсан Елена Самылкинан куçĕсем çуталса кайрĕç, сăнĕ çамрăкланса тути йăл кулчĕ. Ачисемпе савăнни сисĕнчĕ. Ĕçлеме хăнăхнă ача амăшĕ тивĕçлĕ канура пулин те килте алă усса лармасть, обществăна пулăшас тесе Мучикассинчи почта уйрăмĕн начальникĕнче тăрăшать.

Галина Николаевна Куропаткинана темиçе çул пĕлетĕп. Кашнинчех вăл илемлĕ те савăнăçлă. Ют çыннăн хуйхăллă шăпишĕн те чĕререн кулянни унра палăрать. Çакă вăл Галина Куропаткина пурнăçа юратнине пĕлтерет пулĕ. Пурнăçа юратсан вара йĕри-тавра яланах лайăх çынсем... пурте лайăх. Çапла пултăрччĕ. Галина Николаевна _ икĕ хĕрпе пĕр ывăл амăшĕ. "Вунă хур пусса хатĕрлерĕм. Ачасем канмалли кунсенче килеççĕ-ха?!" _ кĕскен те шăппăн хăйне-хăй калаçнă пек сăмахне хушрĕ виçĕ ача амăшĕ.

Упăшкапа ывăл сакăр уйăх хушшинче вилчĕç Раиса Михайловна Офишкина Мучикассипе Тралькасси ялĕсенче пурăнакансене хаçат-журналпа, пенси укçипе, тĕрлĕ йышши таварпа тивĕçтерет. Почтальонта ĕçлеме вăл кăçалхи август уйăхĕнче пуçланă.

- Сакăр уйăх хушшинче упăшкапа ывăла пытарма тиврĕ. Чăтмалла мар хуйхă. Юлташсем, кỹршĕсем пулăшнипе, хуйхăна парăнас мар тесе, тивĕçлĕ канура пулин те, почтăра ĕçлеме пуçларăм. Халĕ ялтан яла чупатăп, халăхпа калаçатăп, _ пĕлтерчĕ Раиса . Раиса Офишкина пĕр хĕрпе икĕ ывăла кун çути парнеленĕ. Ĕмĕрне йывăр ĕçре ирттернĕ, тивĕçлĕ канăва куллен фермăра ĕне суса тухнă. Паянхи кун вăл 86 çулхи амăшĕпе, ывăлĕн çемйипе пурăнать. 

Хаçат вулакансен тавра курăмĕ те пысăк Иртнĕ ĕмĕре таврăнсан: куç умне яланах пысăк сумкăллă почтальон тухса тăрать. Ун чухне вĕсен сумки хаçат-журналпа тулли пулнă, паян вара _ таварпа. Савăнтарать, хаçат-журнал çырăнакансем паян та çук мар. Мăн Этмен тата Пĕчĕк Этмен ялĕсен почтальонĕ Юлия Тихоновна Михеева хаçат çырăнса илекенсене яланах мухтать: "Галина Григорьевна Большова, Регина Вячеславовна Ярабаева пĕччен пурăнаççĕ пулсан та тăватă тĕрлĕ хаçат çырăнса илсе вулаççĕ. Юлия Борисовна Глухова тĕрлĕ йышши 5 хаçат çырăнса илет".

Малиновкăпа Уйпуç ялĕсен почтальонĕ Елизавета Ивановна Афоркина Малиновка ялĕнчи Роза Васильевна Ельмова тăватă хаçат, Уйпуçри Алевтина Ильинична Ульянова пилĕк хаçат, килĕсенче пĕччен пурăнаççĕ пулин те, çырăнса илсе вуланине палăртать. Çавăн пекех Уйпуç ялĕнчи Роза Степановнăпа Николай Иванович Ермолаевсем ултă хаçат, Нина Ивановна Паркина тăватă хаçат çырăннишĕн ырă сăмахсем калать. Малиновкăпа Уйпуç ялĕсен почтальонĕ Елизавета Ивановна Афоркина Малиновка ялĕнчи Роза Васильевна Ельмова тăватă хаçат, Уйпуçри Алевтина Ильинична Ульянова пилĕк хаçат, килĕсенче пĕччен пурăнаççĕ пулин те, çырăнса илсе вуланине палăртать. Çавăн пекех Уйпуç ялĕнчи Роза Степановнăпа Николай Иванович Ермолаевсем ултă хаçат, Нина Ивановна Паркина тăватă хаçат çырăннишĕн ырă сăмахсем калать.

А.ОРИНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика