АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ячĕ паллă мар, паттăрлăхĕ - вилĕмсĕр

03 декабря 2014 г.

Декабрĕн 3-мĕшĕнче кăçалтан пуçласа Паллă мар салтак кунне уявлĕç. Мускавра нимĕç çарĕсене çапса аркатнăранпа 25 çул çитнине паллă тунă май 1966 çулхи декабрĕн 3-мĕшĕнче паллă мар салтак виллин юлашкийĕсене Ленинград шоссе çинчи 41 километрта вырнаçнă тăванла вил тăпринчен куçарса Александр садĕнче пытарнă. Тепĕр çулхи майăн 8-мĕшĕнче вăл вырăнта асăну архитектура ансамбльне уçнă, ĕмĕрлĕх вут-çулăм чĕртнĕ. Мемориал варринче "Сан яту паллă мар, паттăрлăху вилĕмсĕр" тесе çырса хуни пур. Тăван çĕр-шыва хỹтĕленĕ чух пуçĕсене хунă паттăр салтаксен ячĕсене асра хăварас енĕпе йĕркеленнĕ "Раççейри шырав юхăмĕ" Пĕтĕм Раççейри обществăлла юхăм 2013 çулта Раççейре пĕрремĕш хут "Паллă мар салтак" акци ирттернĕ. Кăçал сентябрьте РФ Президенчĕн Администрацийĕн ертỹçипе С.Ивановпа тĕл пулнă чух юхăма хутшăнакансем декабрĕн 3-мĕшне Раççейре асăнмапли кун туса хума сĕннĕ. Ку сĕнĕве ĕç тăвакан тата саккун йышăнакан власть ертỹçисем ырланă. Хаяр вăрçăн хĕрỹ çапăçăвĕсем иртнĕ вырăнсенче паллă мар салтаксене пытарнă вил тăприсем сахал мар. Çулсерен шырав ĕçĕсенче çĕршер салтак виллин юлашкийĕсене тупаççĕ, чылайăшĕн ячĕсем паллă мар тăрса юлаççĕ. Вĕсем _ çĕр-шыв хỹтĕлевçисем, пирĕн мирлĕ те тăнăç пурнăçшăн хăйсене шеллемен паттăр салтаксем. Ячĕсене пĕлмесен те пирĕн вĕсене асра тытмаллах, хамăр ачасене те вĕсен паттăрлăхне хисеплеме вĕрентмелле. Н.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика