03 декабря 2014 г.
РФ Правительствин хушăвĕпе килĕшỹллĕн Нумай функциллĕ центрпа ШĔМ-ĕн пĕрле çыхăну тытса ĕçлемелле. 2014 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнчен Шалти ĕçсен министерствин представителĕсем, граждансен заявленийĕпе, НФЦ урлă кирлĕ справкăсем (судпа айăпланине е айăпламаннине ĕнентерекен документсене, çул-йĕр çинче административлă правăна пăснине çирĕплетекен информацие) тăратма пултараççĕ. "Патшалăх тата муниципаллă пулăшусем паракан нумай функциллĕ центр" çак адреспа вырнаçнă: Хĕрлĕ Чутай сали, Çĕнтерỹ лапамĕ, 1-мĕш çурт.
Александр МИХОПАРКИН, районти полици уйрăмĕн начальникĕ.