03 декабря 2014 г.
Çĕнĕ ăрăвăн ют çĕр-шыв паспортне илме документ тăратас йĕркене çăмăллатнă. Гражданин федераллă миграци службин подразделенине заявлени (пĕр экземпляр), РФ гражданинĕн паспортне, 18-27 çулхи арçынсем çар билетне, патшалăх пошлинине тỹленĕ квитанцие тăратать. Заявлени çыраканăн хăйĕн пулмаллах, ачасем валли ют çĕр-шыв паспортне тунă чухне вĕсем те кирлĕ, мĕншĕн тесен паспорт валли сăн ỹкереççĕ, вăл паспортра пулать те. Çĕнĕ ăрăвăн ют çĕр-шыв паспорчĕ киввинчен çакăнпа уйрăлса тăрать: - çĕннин вăйра тăракан вăхăчĕ ытларах (10 çул); - ку паспортăн суяран хỹтĕленмелли степенĕсем нумай; - çĕнĕ тĕслĕхлĕ паспортăн страницисем те ытларах, çакă ют çĕр-шывсене час-часах çỹрекенсем валли меллĕ; - биометри паспорчĕллĕ çынна ют çĕр-шывсен чикĕпе тĕрĕслев службисен шанăç степенĕ пысăкрах. Унпа чикĕ тĕрĕслевне хăвăртрах тухма пулать. Кивĕ тĕслĕхлĕ ют çĕр-шыв паспортне 30 кунта туса панă пулсан çĕнĕ ăрăвăн ют çĕр-шыв паспортне 22-27 кун хушшинчех туса параççĕ. Çакă та пĕлтерĕшлĕ: 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ют çĕр-шыв паспортне панăшăн илекен патшалăх пошлинин виçи ỹсет, çĕнĕ ăрăвăн ют çĕр-шыв паспортне унăн хуçин пỹрне йĕррисене кĕртме тытăнаççĕ. Çĕнĕ çулхи вăрăма тăсăлакан уявсем умĕн граждансене ют çĕр-шыв паспортне маларах илме миграци службин Чăваш Енри подразделенийĕсене кайма йыхравлатпăр. Хальхи вăхăтра документсем тăратма черетсем çук. Çĕнĕ ăрăвăн ют çĕр-шыв паспортне илме заявленисене çакăнта йышăнаççĕ: Шупашкарти НФЦ-ра _ Ленинград урамĕ, 36 çурт; Раççей УФМС-ĕн Чăваш Енри управленийĕнче: Шупашкар хули, К.Маркс урамĕ, 37 А çурт; Раççей УФМС-ĕн Чăваш Енри управленийĕн Шупашкарти Калинин районĕнчи пайĕнче: Николаев урамĕ, 57 çурт; Çĕнĕ Шупашкарти УФМС пайĕнче: Советски урамĕ, 7 çурт; çавăн пекех Канашри, Çĕрпỹри тата Улатăрти районсем хушшинчи пайĕсенче. Ют çĕр-шыв паспортне илес тесен Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕпе те усă курма пулать. Тулли информацие управленин сайтĕнче (fms21.ru) тупма пулать.
Елена ШОРНИКОВА, Федераллă Миграци службин районти уйрăмĕн тĕп эксперт специалисчĕ.