06 декабря 2014 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн 2014 çулхи декабрĕн 2-мĕшĕнчи хушăвĕпе республикăри шкулсенче аван вĕренекен 20 ытла ачана стипенди парса тăмалла тунă. Палăртма кăмăллă, Республика Пуçлăхĕн ятран паракан стипендине тивĕçнисем хушшинче Питĕркассинчи вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Николай Мидушкин та пур. Маттур шкул ачи кăçалхи сентябрьтен пуçласа çитес çулхи августчен уйăхсерен 400 тенкĕ илсе тăрĕ.
Алина БЕЛОВА, Питĕркассинчи вăтам шкул директорĕ:
- Николай Мидушкин - вĕренỹре аван ĕлкĕрсе пыракан, çĕннипе кăсăкланакан пултаруллă вĕренекен. Тĕрлĕ шайри олимпиадăсемпе конкурссене хутшăннипе, вĕсенче малти вырăнсене йышăннипе палăрса тăрать. 2014 çулта вăл "Çулталăк вĕренекенĕ" дистанциллĕ конкурсра çĕнтерчĕ. Коля пур предмета та лайăх пĕлекен вĕренекенсен йышĕнчен: чăваш чĕлхипе тата литературипе пулакан "Чĕвĕлти чĕкеç" олимпиадăра та тăтăшах малти вырăн йышăнать, математикăпа иртекен олимпиадăсенче те палăрать. Спортпа та туслă вăл, тĕрлĕ кружоксенче пултарулăхне те туптать. Пĕрле вĕренекенсем Кольăна хисеплеççĕ, мĕншĕн тесен вăл яланах пурне те пулăшма хатĕр. Ашшĕпе амăшĕ ывăлне аслисене хисеплеме, ĕçе юратма, ырă кăмăллă та яваплă пулма вĕрентсе ỹстереççĕ.
А.КАРПОВА.