06 декабря 2014 г.
Кĕçнерни кун, декабрĕн 4-мĕшĕнче, Кремль керменĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераллă Пухăва черетлĕ Çырупа тухрĕ. Çырăва вуланă çĕре Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. РФ Президенчĕн В.Путинăн Федераллă Пухăва янă Çырăвне сỹтсе яваççĕ:
Владимир МУРАЙКИН, "Нива" ЯХПК ертỹçи, район Пухăвĕн депутачĕ:
- Владимир Владимирович кашни çулах Федераллă Пухăва янă хăйĕн Çырăвĕнче пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатать. Кăçалхи çак документ та тарăн шухăшлă, вăл тĕрлĕ отрасле пырса тивет. Чи малтанах çĕр-шыв ертỹçи халăхсем хушшинчи политикăран пуçларĕ. Кунта вăл Раççей халăхĕн ăс-хакăлпа кăмăл-сипет вăйĕ тата патриотизм туйăмĕ çав тери вăйлине палăртса хăварчĕ. Ĕмĕрсем хушшинче пирĕн халăха кỹрентерме тата хĕн-хур кăтартма шутланисем яланах хăйсем инкек тỹснине, малашне те çапла пулассине çирĕплетрĕ. Владимир Путин паян ĕç вăйĕ _ ахаль рабочисем, çĕр ĕçченĕсем, инженерсем... _ питĕ кирлине пĕлтерчĕ. Ку питĕ тĕрĕс тесе шутлатăп. Рабочи профессийĕн сумне ỹстермелле, ăна алла илме çамрăксене чĕнсе каламалла. Пирĕн хамăр çĕр-шыврах пахалăхлă та пысăк технологиллĕ продукци туса илмелле. Раççей Президенчĕ çĕр-шыва аталантармалли тата халăх пурнăçне лайăхлатмалли ытти çул-йĕре те анлăн сỹтсе яврĕ.
Любовь КАШКИРОВА, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн директор çумĕ, вырăс чĕлхипе литература учителĕ:
- Раççей Президенчĕн Çырăвĕ пирĕн çĕр-шыв вăйлă пулнине, вăл хăйĕн никама пăхăнманлăхне упрама пултарассине шантарать. Владимир Путин çĕр-шыв ĕç-хĕлĕн пур енĕсене тата кашни граждана пырса тивекен ыйтусене хускатрĕ. Манăн вара вĕренỹ енĕпе калани çинче чарăнса тăрас килет. Владимир Владимирович палăртрĕ ĕнтĕ, чылай çул иртнĕ хыççăн кăçал декабрĕн 3-мĕшĕнче пулас выпускниксем сочинени çырчĕç. Çакă çитĕнекен ăрăвăн пĕлĕвне, тавра курăмне, культурине, çавăн пекех учительсен ĕç пахалăхне тĕрĕсрех хак памалли тепĕр утăм шутланать. Талантлă ачасем наци пуянлăхĕ пулнине çирĕплетсе калать Президент. Çавăнпа та пирĕн шкулта ачасене хăйсен пултарулăхне аталантарма пулăшмалла. Кун пек ачасене патшалăх хавхалантарма тăрăшни савăнтарать. Акă çĕр-шыв ертỹçи вузсене кĕнĕ питĕ ăслă та талантлă ачасем валли çулсерен 5-шер пин президент гранчĕ уйăрма сĕнчĕ. Грант виçи уйăхсерен 20 пин тенкĕпе танлашмалла. Кунта, паллах, условисем те пăхса хурасшăн. Ку студентăн вĕренỹ тапхăрĕнче аван ĕлкĕрсе пымалла, вĕренсе пĕтерсен пĕр хушă хамăр çĕр-шыврах ĕçлессе шантармалла. Патшалăх енчен ку питĕ лайăх хавхалантару тесе шутлатăп. Раççейре шкулсенче вырăнсем çитменнине, ачасем икĕ е виçĕ сменăпа вĕреннине те асăнчĕ Владимир Путин. Телее, ку йывăрлăха эпир тỹссе ирттертĕмĕр. Шкул çумне хушма çурт çĕкленĕрен халĕ пирĕн ачасем пĕр сменăпа кăна вĕренеççĕ, хăтлă та çутă классенче ăс пухаççĕ. Ытти çĕрте те ку ыйтăва çывăх вăхăтра татса парĕçех пулĕ.
Хисеплĕ вулаканăмăрсем! РФ Президенчĕн Çырăвне малалли номерсенче те сỹтсе явăпăр. Сирĕн шухăшăрсене те хаваспах кĕтетпĕр.