АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăр ентешсемпе мухтанатпăр

06 декабря 2014 г.

1769 çулхи декабрĕн 9-мĕшĕнче II Кĕтерне патша Раççей империйĕн чи пысăк çар наградине _ Çветтуй Георгий Çĕнтерỹçĕ орденне _ çирĕплетнĕ. Ку орденпа çапăçура паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнисене наградăланă. Асăннă орден 4 степеньлĕ пулнă, пĕрремĕшĕ чи пысăкки шутланнă. Революцичченхи тапхăрта çак кун Георги кавалерĕсен уявĕ шутланнă. Октябрьти революци хыççăн çак уява наградăсемпе пĕрле пăрахăçланă. 2000 çулта вара РФ Президенчĕн указĕпе Çветтуй Георгий Çĕнтерỹçĕ орденне чи пысăк çар наградин статусне тавăрса панă. 2007 çулта РФ Патшалăх Думи паттăрсене асра тытас тесе уява чĕртсе тăратма йышăннă. Пирĕн районтан Совет Союзĕн Геройĕн ятне Упукушкăнчи Алексей Логинов тата Ачкассинчи Иван Индряков тивĕçнĕ.

- Иван Васильевич ИНДРЯКОВ 1915 çулхи мартăн 15-мĕшĕнче чухăн хресчен çемйинче кун çути курнă. 1935 çулта пĕр хушă шкулта ĕçленĕ хыççăн ăна полк шкулне курсанта илнĕ. Ăна пĕтерсен Иван Индряков 61 тупа артиллери полкĕн командирĕ пулса тăнă. Унтан каллех вĕренỹ _ вăл Мускав çар округĕн саппасри 20-мĕш артполкĕн курсанчĕ, каярахпа Рязаньти артиллери училищинче пĕлĕвне тарăнлатнă. Вĕренсе пĕтерсен 1942 çулхи май-июль уйăхĕсенче Хĕвел анăç фрончĕн артиллери начальникĕн офицер йышĕн резервĕнче тăнă. Çав çултанах Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă. Вăл Брянскри 323-мĕш стрелок дивизийĕн 1086-мĕш стрелок полкĕн управлени взвочĕн командирĕ пулнă, 1944 çулхи июнĕн 18-мĕшĕнчен _ çак полкăн батарея командирĕ. Ку полк йышĕнче пирĕн ентеш 1945 çулхи январь вĕçĕчченех тăшмансемпе çапăçнă. И.Индряков батарейи нумай çапăçура паттăрлăх кăтартнă, пултаруллă командира пула вĕсем чылай ялпа хулана тăшман аллинчен туртса илнĕ. 1944 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнче Могилев-Бобруйск шоссе çинче вара нимĕçсен 44 машинипе 2 танкне тĕп тума пултарнă. Кун пек паттăрла тĕслĕх сахал мар пулнă. Вĕсен батарейине "харсăррисен батарейи" тесе ахальтен каламан. 1944 çулхи августăн 22-мĕшĕнче Президиум указĕпе Командованин хушăвĕсене тĕслĕхлĕ пурнăçланăшăн тата паттăрлăхпа хăюлăхшăн пирĕн ентеше Совет Союзĕн Геройĕн ятне пама йышăннă. Вăрçă хыççăнхи çулсене Иван Васильевич çарпах çыхăнтарнă, Грузири çар комиссариачĕсенче ĕçленĕ, çемйипе Тбилисире пурăннă. Вăл 1993 çулхи январĕн 17-мĕшĕнче вилсе кайнă. Ăна Тбилисире пытарнă.

- Алексей Романович ЛОГИНОВ 1903 çулта çуралнă. 1916 çулта вырăнти шкултан вĕренсе тухнă. Унтан вăл кулаксем патĕнче ĕçлесе пурăннă. Октябрьти революци хыççăн колхозсем тăвас тата кулаксемпе кĕрешес ĕçе активлă хутшăннă. 1931 çултан пуçласа Алексей Логинов районти милици уйрăмĕнче тимленĕ. 1934 çулта ăна Шупашкарти юридици шкулне вĕренме янă, ăна пĕтерсен вăл судпа следстви органĕсенче тăрăшнă. 1941 çулхи декабрьте ăна çара илнĕ те командовани йышĕн хăвăртлатнă курсĕсене янă. 1942 çулхи январĕн 20-мĕшĕнчен тытăнса Алексей Романович 356-мĕш стрелок дивизийĕн 1183-мĕш полкĕн 5-мĕш стрелок ротин взвод командирĕнче фронта хутшăннă. Хаяр çапăçусенче вăл яланах хастарлăхпа палăрнă. Акă Чернигов облаçĕнчи Репки чукун çул станцине илнĕ чух унăн взвочĕн салтакĕсем тăшман гарнизонне тĕппипех аркатнă, хĕрĕх пилĕк çынна тыткăна илнĕ. Ку облаçри Новоселки ялĕнче нимĕçсемпе алла-аллăн тытăçнă чух та тăшманăн 15 салтакĕпе офицерне тĕп тунă тата 50 яхăн нимĕçе тыткăна илнĕ. Пирĕн ентеш 1943 çулхи сентябрь уйăхĕнче Днепр юхан шыв урлă каçнă тата унăн сылтăм çыранĕнче плацдарма анлăлатнă чухне уйрăмах палăрнă, анчах та тан мар çапăçура вилмеллех аманнă. 1944 çулхи январĕн 15-мĕшĕнче Алексей Логинова СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн указĕпе Совет Союзĕн Геройĕн ятне пама йышăннă. Кунсăр пуçне пирĕн районăн мухтанмалли тепĕр икĕ паттăр пур. Вĕсем: Социализмла ĕç Геройĕн ятне тивĕçнĕ Александр Дмитриевич Смалайкин (Туканаш ялĕнче çуралнă) тата Дарья Никитична Григорьева (Туктамăшра кун çути курнă). Çак тăватă паттăр ентеше пирĕн пĕлмелле, вĕсене асра тытмалла. Шкулта та учительсен вĕсем çинчен вĕрентмелле, çамрăк ăру ентешсен ырă тĕслĕхне курса ỹстĕр.

Н.ПЕТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика