06 декабря 2014 г.
Кăçалхи март уйăхĕн 12-мĕшĕнче районти 1-мĕш номерлĕ миравай суд участокĕн судйи Е.Клементьевана РФ Уголовлă Кодексăн 157 статйин 1-мĕш пайĕпе айăпласа 8 уйăх ĕçлесе юсанмалли приговор йышăннăччĕ. Ăна РФ айăплавсене пурнăçлакан инспекцин районти уйрăмне учета тăратрăмăр. Судпа айăпланнă хĕрарăма "Свобода" колхозра ĕçпе тивĕçтернĕ. Айăплав вăхăтне татас тесен унăн асăннă организацире тỹрĕ кăмăлпа ĕçлемеллеччĕ. Анчах Е.Клементьева ĕçрен пăрăнса çỹреме пикенчĕ. Тỹрре тухас тесе вăл судра тĕрлĕрен сăлтав шыраса ăнлантарма тăрăшрĕ. Регистраципе пурăнмалли вырăнта пулманран Е.Клементьева пирки шырав ĕçĕсене пуçарма тиврĕ. Ăна Шупашкар хулинче шыраса тупрăмăр. Ун пирки çирĕпрех мерăсем йышăнма ыйтса суда представлени тăратрăмăр. Суд йышăнăвĕ çакăн пек: хĕрарăма 2 уйăх та 12 кун таран ирĕкрен хăтармалла, ăна колони-поселение ăсатмалла. Сăмахăма вĕçлесе çакна каласшăн: уголовлă айăплавсене пурнăçлакан инспекци никама та айăплас тесе тĕллев тытмасть, право йĕркине пăсакансене тỹрĕ çул çине тухма кирлĕ майсем туса пама, ĕçпе тивĕçтерме тăрăшать. Саккуна пăссан вара явап тытмаллах.
В.СОРОКИН, РФ айăплавсене пурнăçлакан инспекцин районти уйрăмĕн начальникĕ.