АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Эпĕ сирĕнтен каятăп" е Ачасен пурнăçĕшĕн аслисем яваплă

06 декабря 2014 г.

Çĕр-шывра ачасемпе çул çитмен çамрăксем хăйсем çине алă хурса пурнăçран уйрăлнă тĕслĕхсем çулсерен ỹсеççĕ. Шел те, пирĕн тăрăхра та ачасем хăйсен пурнăçне татни час-часах пулкалать. Çырмалла-и, калаçмалла-и çак хурлăхлă та хăрушă пулăм пирки е çук? Вилĕм темине сỹтсе явма никама та çăмăл мар, çакă никамшăн та кăмăллă мар. Анчах та хăйсем çине алă хуракансем, уйрăмах ачасем, çинчен илтсен эпир чылай чухне "ахлататпăр" та _ манса каятпăр. Каллех тепĕр хут çакăн пек инкек пуличчен. Апла пулсан, çак инкеке сỹтсе явмаллах пирĕн, ачасем каялла таврăнма çук çул çине ан тăччăр тесен мĕн тумаллине палăртмалла. Аслисен хисепĕ чакнăран-ши?.. Хуть те мĕн тесен те ачасем вилнĕшĕн чи малтанах аслисем айăплă. Ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем (психолог, социаллă педагог, класс ертỹçи...), полици ĕçченĕсем _ çаксем пурте çул çитмен çамрăк пурнăçĕшĕн яваплă. Участковăйсен, тĕслĕхрен, йывăр лару-тăрури çемьесенче ашшĕ-амăшĕпе ачисем хушшинчи хутшăнусене сăнасах тăмалла.

Статистика çапла калать: ачасем ытларах пурнăçран çак мелсемпе каяççĕ _ çакăнаççĕ, çỹллĕ çĕртен сикеççĕ, эмел ĕçеççĕ, пăшал таврашĕпе усă кураççĕ. Ача хăйне хăй вĕлернĕ тĕслĕхпе яланах тĕрĕслевсем ирттереççĕ, тепĕр чухне уголовлă ĕç те пуçараççĕ. Анчах та çак ĕç чылай чухне суда та çитеймест. Çапла вара никам та айăплă мар пек пулса тухать. Анчах та темĕн хистет-çке ачана çак утăма тума, мĕнле те пулин сăлтав пурах ĕнтĕ, ахальтен вăл çут тĕнчепе сыв пуллашма шухăш тытмасть. Мĕншĕн çакна никам та сисмест, курмасть, пĕлмест?

Психологсем çапла калаççĕ: ытларах чухне ачасем хăйсен шухăшĕпе татса памалла мар йывăрлăхсем сиксе тухнăран пурнăçран уйрăлаççĕ. Телейсĕр юрату, юлташĕсемпе пĕр чĕлхе тупайманни, ашшĕ-амăшĕ уйрăлни, эрех ĕçни, вĕсемпе час-часах хирĕçни, çывăх çыннисем хăйне ăнланманни ачана хăрушă утăм тума хистекен сăлтавсем шутне кĕреççĕ. Ачасем пурнăçран уйрăлса аслисене хăратасса шанаççĕ, хăйсем çакна "аякран" курса-сăнаса тăрас пек туйăнать вĕсене. Ачасемпе çул çитмен çамрăксем вилĕмрен хăрама пĕлмеççĕ, лару-тăру хăрушлăхне ăнланмаççĕ. Вилĕм вĕсемшĕн _ хăйне евĕр тавăру. Анчах та пурнăçне татма тăни ача ыттисенчен пулăшу кĕтнине те пĕлтерет. Камран пулăшу ыйтмаллине пĕлейменни вара инкек патне илсе çитерет. Унран та ытла, чылай чухне хăйĕн пурнăçне татма тăнă ача юлашки самантра та пулин хăйне çăласса шанать... Ачасем аслисем патне пулăшу ыйтма пыма тăхтаса тăни ашшĕ-амăшĕн, вĕрентекенсен хисепĕ чакса пынине, яваплисем хăйсен тивĕçĕсене туллин пурнăçламаннине пĕлтермест-ши?.. Кам айăплă?

Çак кунсенче Турхан ялĕнчи яш çакăнса вилни пирки, яланхи пекех, темĕн те илтме тỹр килчĕ. Пĕрисем 11-мĕш класс ачи хăйĕн пурнăçне татнăшăн амăшне айăпларĕç. Теприсем шкулти вĕрентекенсем нимĕн те асăрхаман-сисменнинчен тĕлĕнчĕç. Пурнăçран уйрăлнă ача вĕреннĕ шкул директорĕ вара çапла калать: каччă аван вĕреннĕ, уроксене сиктермен, тĕрлĕ конкурссене хутшăннă, лăпкăлăхпа палăрнă, савăк кăмăлпа çỹренĕ, коллективра ыттисенчен уйрăлса тăман, пĕрле вĕренекенсемпе хирĕçмен, хушнă ĕçрен пăрăнман... Пĕр сăмахпа каласан, ача хăрушă утăм тума пултарасса нимĕн те систермен. Тралькасси ял тăрăхĕнче пурăнакан пĕр хĕрарăм вара ачан амăшĕ час-часах ĕçкеленине, инкек пулнă вăхăтра ашшĕ республика тулашĕнче ĕçленине палăртать. Кил-тĕрĕшри ĕçсене те яш ытларах хăех пурнăçланă иккен... Мĕн хистенĕ çул çитмен çамрăка пỹртрен тухса пуçне мăйкăча чикме _ халь тин никам та татса калаймĕ. Çапах та, кампа та пулин вăхăтра калаçса чунне лăплантарнă пулсан, тен, çак инкек пулмастчĕ... Мĕн тери хуйхă-çке вăл, эпир палланă, кашни кун тенĕ пек курнă çын кĕтмен-туман çĕртен хăй аллипе пурнăçне татни. Мĕнле пурăнмалла-ха çак шухăшпа ашшĕ-амăшĕн, пĕрле вĕреннисен, юлташĕсен?.. Аяларах çырса панă специалист сĕнĕвĕсемпе паллашма сĕнетĕп.

Мĕн тумалла? Психологсем аслисене ачасемпе тимлĕрех пулма сĕнеççĕ. Ача пурнăçран уйрăлма шут тытни унăн калаçăвĕнчен, тыткаларăшĕнчен паллă пулма пултарать. "Эпĕ текех кун пек пурăнма пултараймастăп", "Малашне эпĕ никама та чăрмантармăп" йышши сăмахсене калани, вилĕм çинчен тăтăшах калаçни, хăйĕн япалисене ыттисене валеçни, харкашнă юлташĕсемпе мирлешни, ăнсăртран питĕ нумай е питĕ сахал çывăрни, çини, уроксене çỹреме, килти ĕçсене пурнăçлама пăрахни, шухăша кайса çỹрени, чĕмсĕрленни аслисене сисчĕвлентерме кирлех. Кун пек чухне ачапа калаçăр, ăна тимлĕ итлĕр, ăнланма тăрăшăр. Унăн кашни сăмахне шута илĕр, туйăмĕсене хаклăр. Хуть те мĕнле йывăр лару-тăрăва та пĕрле сỹтсе явăр. Ывăл-хĕрĕре ачаранах яваплăха туйма вĕрентĕр. Вăл панă ыйтусем çине яланах хуравлăр, ача мĕн те пулин тăваймасан унран ан кулăр, ан ятлăр, пулăшма тăрăшăр. Хăвăр пулăшайманнине сиссен специалистсемпе канашлăр, вĕсенчен пулăшу ыйтăр. "Ĕçтерсе çитеретпĕр, тăхăнтартатпăр _ тата мĕн кирлĕ, ĕç хушма та юрамасть-и?" _ çакăн пек шухăшлатпăр эпир, аслисем. Ачана пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма çăмăл мар. Унăн чунĕнче мĕн пулса иртнине ăнланмалла. Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ!

Çак ыйтусем çине хуравлăр-ха: Сирĕн ывăл е хĕр кĕтнĕ ача-и? Э

сир ăна кашни кунах чуп тăватăр-и, ăшă сăмахсем калатăр-и, шỹтлетĕр-и?

Кашни кун мĕн пулса иртнине пĕрле сỹтсе яватăр-и, чуна парса калаçатăр-и?

Канмалли кунсене, пушă вăхăта пĕрле ирттеретĕр-и?

Çемьере мĕн те пулин тума палăртсан ачăрпа канашлатăр-и?

Мĕнлерех çи-пуç тăхăнмаллине, хăйне мĕнле тытмаллине сỹтсе яватăр-и?

Унăн юлташĕсене, тăшманĕсене, вăл кама юратнине, пушă вăхăтра мĕн тума юратнине пĕлетĕр-и?

Шкулта унăн юратнă предмечĕ мĕнлине, юратнă е кăмăла кайман учителĕ кам пулнине пĕлетĕр-и? Айăпа кĕрсен, кỹренсен ачăрпа пĕрремĕш калаçма пуçлатăр-и?

Ачăра кỹрентерес, хур кỹрес мар тесе тăрăшатăр-и?

Çак ыйтусем çине "çапла" тесе хуравларăр-тăк, эсир тĕрĕс çулпа утакан ашшĕ-амăшĕ.

Лару-тăрăва куçран вĕçертместĕр, йывăр вăхăтра ачăра пулăшма пултаратăр. Ыйтусем çине ытларах "çук" тесе хуравларăр пулсан, хăвăра улăштарăр, ачăра илтме тата ăнланма тăрăшăр, унсăрăн инкек пуласси те инçе мар! Ачасемпе çамрăксене вара çапла калас килет: пурнăçран уйрăлма ан васкăр! Сире парнеленĕ пурнăçран хакли нимĕн те çук. Темĕнле йывăр пулсан та, чунра тем пек тăвăрлансан та çынсенчен тарма ан тăрăшăр, çын патнелле туртăнăр. Питех никампа та калаçма май çук пулсан çут çанталăкпа калаçса чуна уçăр. Пурнăçран уйрăлса тĕрĕслĕх тупатпăр, çапла майпа аслисене хăрататпăр тесе ан шутлăр. Пурнăçра йывăрлăхсем, сана ăнланманни час-часах тĕл пулать. Йывăрлăхран, ăнланманлăхран хăтăлас тесе пĕр самантра шутламан утăм туса ан хурăр. Ăнланăр, тем тесен те малашлăх пурах, йывăрлăх иртет, ыранхи кун лайăхрах пулать. Хăвăр алăпа пурнăçăра татса хуйхă çеç илсе килетĕр. Интернетра, тĕрлĕ социаллă сетьсенче "хăйсене вĕлерекенсем тĕрĕс хăтланаççĕ, çакă вăйлă утăм" тенине ан ĕненĕр. Пурнăçа татни _ вăйсăрлăх палли. Хальлĕхе вара йывăр самантра хăвăрăн вăй çитменнине туятăр пулсан юлташăрсенчен, аçăр-аннĕртен, вĕрентекенсенчен пулăшу ыйтăр. Сире ăнланакан тупăнатех. Темĕнле йывăр лару-тăруран та тухма пулать. Тăруках татса касмалла мар кăна...

Алевтина САВЕЛЬЕВА, райадминистрацин вĕренỹ пайĕн Диагностикăпа консультаци центрĕн заведующийĕ:

"Каçару çырăвĕсем..." _ Вилĕм ним айăпсăр ачасене пуçтарса кайни пирки питĕ хытă, ПУРТЕ ИЛТМЕЛЛЕ калас килет... Ман умра инкек пулнă шкулти ачасем çырнă çырусем выртаççĕ. Вĕсем пурнăçран уйрăлнă ачапа пĕр класра вĕреннĕ, пурнăçпа савăннă, экзаменсене хатĕрленнĕ... Пĕр самантра вĕсен юлташĕ яланлăхах кайнă... Кĕтмен çĕртен... Пурте çухату ыратăвне туйса илнĕ... Хуйха кашни хăйне май тỹссе ирттерет. Чун ыратăвне ирттерес, малашлăха пăхас тесен кулянупа хумхану витĕр тухмаллах. Кашнин хăйне майлă... Вăхăта васкатмасăр. Эпир, психологи службин специалисчĕсем, ăнланатпăр _ кăмăл хумханăвне ăшра тытма юрамасть, ăна тула кăларни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çухатăва кайма памалла... Эпир хăйĕн пурнăçне татнă яш вĕреннĕ шкулта 10-11-мĕш класра вĕренекенсемпе тата специалистсемпе калаçрăмăр, хуйха сирме, чун сывлăхне тавăрма пултаракан тренинг ирттертĕмĕр. ...Хĕрсемпе каччăсен куçĕнче çав кун йĕрĕ халĕ те пур-ха... Юлашки кунсенче вĕсем аслăланнă та ăслăланнă... Калаçу пурне те çывхартрĕ. "Вилнĕ çын патне çырнă çыру", "Юлташăн ырă сăнарĕ", "Каçар мана", "Ан айăплăр, сире те айăпламĕç" евĕр çырусем чун ыратăвне çиеле кăларма пулăшаççĕ. Темле йывăр пулсан та малашлăха пăхмалла... ...Ман умра выртакан çырусене эпĕ нихăçан та уçса вуламăп. 10-11-мĕш класра вĕренекенсем мĕн çырнине нихăçан та пĕлмĕп. Вăрçăрисене аса илтерекен виç кĕтеслĕ çырусенче чĕререн тухакан "вăхăтра пулăшу парайманшăн каçар...", "сана нихăçан та манмăпăр..." евĕр сăмахсем пулма пултарнине тавçăратăп кăна. х х х ...Пурнăç инкек умĕнхи тата хыççăнхи çине пайлансан "эпĕ айăплă мар" теме тăрăшатпăр. Анчах та яваплăха туйма пĕлекен çынна çеç хаклаççĕ. Гражданла парăм, чыс пурин те пулмалла: ашшĕн, амăшĕн, вĕренекенĕн, педагогăн, ертỹçĕн, чиновникăн, администраци ĕçченĕн... Йывăр самантра пулăшупа хỹтлĕх ыйтакан ачана чун сивĕлĕхĕпе тĕксе ан ярăр! Ăна хăвăрăн чун ăшшине парăр. Çакăнтан унăн ПУРНĂÇĔ килме пултарать! Ачасем _ халăх хушшинче чи хỹтлĕхсĕррисем, вĕсем хăйне евĕр "мина уйĕ" _ лару-тăру йывăрлансанах "сирпĕнме" пултараççĕ. Шалти туйăмсен хирĕçĕвĕнчен, йывăр социаллă педагогика лару-тăрăвĕнчен тухмалли пĕртен-пĕр çул тупать вара ача _ пурнăçне татать... Малашне кун пекки ан пултăр тесен пурнăçран сивĕнмелле мар, ыттисемпе сивĕ чунлă, тимсĕр пулмалла мар. Кашни хăйĕн тивĕçне чуна парса пурнăçласан, ачасене тимлĕх уйăрсан çеç пирĕн малашлăх пулĕ... ...Каçар мана, Дима, сана йывăр пулнă чухне эпĕ санпа юнашар пулайманшăн...

А.СЕМЕНОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика