АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçăран тарса, лăпкă пурнăç шыраса…

10 декабря 2014 г.

Украинăри хурлăхлă пулăмсене пула Чăваш Ене, вăл шутра пирĕн района та, хỹтлĕх шыраса килнисем пур. Федераллă Миграци службин Чăваш Енри Управленийĕн кăтартăвĕсемпе çулталăк пуçланнăранпа республикăра 1197 Украина гражданинĕ вăхăтлăх хỹтлĕх тупнă. Вĕсене кирлĕ япаласемпе, апат-çимĕçпе тивĕçтернĕ, ачисене ача сачĕсене е шкулсене вырнаçтарнă.

Хамăр района илес пулсан пĕтĕмпе çулталăк хушшинче Украинăран 33 çын тăванĕсем, палланисем патне килни паллă. Сăмахран, Луганск облаçĕнчен Еленăпа Иван Галичсем икĕ ачапа, Мария Рябченко йĕкĕреш ачапа, Раисăпа Николай Дадюковсем, Валентинăпа Владимир Зарайскисем Хĕрлĕ Чутай салине, Луганск хулинчен Евгений Ковтун Ачкассине, Донецк облаçĕнчен Галина Пономарева, Ирина Струтинская пĕр ачапа Кив Ирчемесе, Луганск облаçĕнчен Хăмарккана Евгений Болдырев тата ыттисем килнĕ. Вĕсенчен хăшĕсем отпуск кăна илсе килнĕрен е ачисен шкула кайма вăхăт çитнĕрен вăрçă кăшт лăплансассăнах Украинăна каялла таврăнма та ĕлкĕрнĕ.

РФ Пенси фончĕн районти уйрăмне Украинăран килнĕ тăватă пенсионер пенси ыйтăвĕпе пынă. Анчах асăннă граждансен Раççей гражданстви тата беженец статусĕ çук пирки ыйтăва тивĕçтерме май килмен. Çапах та 11 çынна, вăл шутра виçĕ ачана, пенси уйрăмĕ пенсин страхлав свидетельствипе тивĕçтернĕ.

Сăмах май, района хăйсем тĕллĕн тарса килнисем тăванĕсем патĕнче пурăннăран пĕри те беженец статусне илмен, çавăнпа та вĕсем патшалăх уйăрса паракан 800 тенкĕне тивĕçеймеççĕ. Района килнисене социаллă органсем тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсем гуманитари пулăшăвĕпе (тумланмалли япаласем, гигиена хатĕрĕсем, апат-çимĕç тата ытти те) адреслă тивĕçтерме тăрăшаççĕ.

А.ДМИТРИЕВА. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика