10 декабря 2014 г.
Ĕнер Пĕтĕм тĕнчери коррупцие хирĕç кĕрешмелли кун пулчĕ. Район прокуратури коррупципе кĕрешес тĕллевпе чылай ĕç туса ирттерет. Кăçал ку тĕлĕшпе саккуна пăснă 84 тĕслĕх тупса палăртрăмăр, 10 протест, 31 представлени тăратрăмăр, вĕсен кăтартăвĕсемпе должноçри 19 çынна дисциплинарлă явап тыттартăмăр. Патшалăх тата муниципаллă служба тĕлĕшпе саккуна пăснă 52 тĕслĕх палăрчĕ, 11 представлени тăратрăмăр, 11 çын дисциплинарлă явап тытрĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен саккуна хирĕçле право акчĕсем тĕлĕшпе 10 протест тăратрăмăр. Район прокуратури çавăн пекех муниципаллă пурлăхпа усă курас, туянас тĕлĕшре те коррупциллĕ пулăмсене пỹлме тăрăшать. Ял тăрăхĕсен специалисчĕсен харпăр хăй хучĕсене те тĕрĕслетпĕр, вĕсене саккунпа килĕшỹллĕн тытса пынине пăхатпăр. Коррупциллĕ факторсем пур 10 право акчĕ тупса палăртрăмăр, 10 протест тăратрăмăр. Çавăн пекех ял тăрăхĕсенче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем мĕнле ĕçлени пирки информаци илме май пуррине те асăрхатпăр. Ытларах чухне тĕрĕслевсене экономика преступленийĕсене хирĕç кĕрешекен уйрăмпа пĕрле ирттеретпĕр. Тĕрĕслевсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе коррупци тĕлĕшпе саккуна пăснă тĕслĕхсем палăрсан явап тыттаратпăр. Диана САВИНКИНА, район прокурорĕн пулăшуçи.