АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрату хĕлхемне сĕнме памаççĕ

10 декабря 2014 г.

Хусанушкăнь ял тăрăхĕнче нумай-нумай çул килĕштерсе пурăнакан мăшăр сахал мар. Ун пек мăшăра район администрацийĕн ЗАГС пайĕ тимлĕхсĕр хăвармасть, тĕл пулусем йĕркелет, савăнăçлă мероприятисем ирттерсе чыслать. Çакăн пек мероприятие нумаях пулмасть Хусанушкăнь ял тăрăхĕнчен икĕ мăшăр килнĕччĕ _ Утейкинсем тата Ванюшкинсем.

Тракушкăнчи Перасковия Арсентьевнăпа Семен Николаевич Утейкинсем кăçал изумруд туй паллă тунă. 55 çул хушши мăшăр юратупа килĕшỹ хĕлхемне сỹнме памасть. Вĕсем пĕр-пĕринпе колхоз уй-хирĕнче паллашнă, тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван хуçалăхра вăй хунă. Ултă ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Сĕнтĕкçырми ялĕнчи Ольга Дмитриевнăпа Николай Иванович Ванюшкинсен кăçал ылтăн туй çитнĕ. Николай Иванович мăшăрĕпе салтакра чух паллашнă, унтан таврăнсан çемье чăмăртанă. Мăшăр пĕр хĕрпе тăватă ывăл çуратса ỹстернĕ. Пурнăç тăршшĕнче пилĕк çурт лартнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван колхозра ĕçленĕ. А.ДМИТРИЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика