АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушар йăлтах тĕп тăвать

13 декабря 2014 г.

Эпир халĕ пурте Çĕнĕ çул уявĕ çывхарса килни пирки калаçатпăр, майĕпен çак асамлă уява кĕтсе илме хатĕрленетпĕр. Акă район центрĕнчи предприятисемпе организацисем хăйсен фасачĕсене илемлетрĕç, уйрăм çынсем те кил-çурчĕсене капăрлатрĕç. Ирхине тата каçхине тĕттĕмрех вăхăтра унта та кунта гирляндăсем тĕрлĕ тĕслĕн ялкăшса иртен-çỹрен кăмăлне çĕклеççĕ. Илемлĕ пулни вăл питĕ лайăх-ха, анчах та тепĕр чухне темĕнле савăнăçлă уяв та пысăк инкеке çаврăнни тĕл пулать-çке. Çакăн пирки пач та манмалла мар, асăрханулăха ỹстермелле. Акă эпир ĕç хыççăн каçсерен килте çемьепе пухăнатпăр. Çутă çутатпăр, аслисем телевизор куратпăр, ачасем компьютер умĕнче лараççĕ, Çĕнĕ çул уявĕн сĕмне кĕртес тесе тата ачасене савăнтарас тĕллевпе пĕр е тепĕр чухне темиçе гирлянда та çутатпăр. Кунсăр пуçне холодильникĕ те кунĕпех ĕçлесе ларать. Шутласа пăхăр-ха, электропралуксене мĕнлерех пысăк тиев лекет. Çитменнине, эпир гирляндисене те йỹнĕрех хакпа шыратпăр, Китайра тунисем пахалăхсăр пулнине пĕлсе тăрсах туянатпăр. Пушар таврашĕ сиксе тухсан вара чавса çывăх та, çыртма çук. Айăпĕ вара хамăртах вĕт. Электропралукĕсене хăçан юлашки хут улăштарнине пĕлетпĕр-ши тата? Ун пирки чылайăшĕ шухăшламасть те ахăр. Вĕсем кивĕ пулни те нумай чухне вут-çулăм инкекĕ патне илсе çитерет. Паллах, пушар ытти сăлтавсемпе те тухать: ỹсĕрле вырăн çинче пирус туртса выртнăран, юсавсăр кăмакасемпе усă курнăран, электроприборсемпе усă курнă чух асăрхануллă пулманран тата ытти те. Тĕрĕссипе каласан, асăрханулăхпа тимлĕх пур чухне те питĕ кирлĕ. Хисеплĕ вулаканăмăрсем, районта пурăнакансем! Пушарсем ан пулччăр тесе умри вăрăм канмалли кунсенче асăрханулăхпа тимлĕх пирки пĕр самантлăха та манар мар, уява лайăх та савăнăçлăн кĕтсе илер. Нимĕнле инкек те пирĕн кăмăла ан пăстăр, Çĕнĕ çул уявĕ пурин те лайăххипе кăна асра юлтăр. Н.МИДАКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика