13 декабря 2014 г.
Аслă Отечественнăй вăрçă пĕтнĕренпе 70 çул çитсе пынă май Аслă Çĕнтерĕве халалласа хамăр хаçатра ятарлă рубрика уçас терĕмĕр. Хисеплĕ вулакансем, енчен те сирĕн çемье архивĕнче вăрçăран янă çырусем упранаççĕ пулсан, вĕсем пирки, çырусенче мĕн çырни çинчен пире çырса е шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр. Чăвашсен вăрçăри паттăрлăхне хаçатра çутатса историе хывса хăварар! Аслă Çĕнтерĕвĕн пĕлтерĕшĕ этемлĕх историйĕнче çав тери пысăк. Çавна шута илсе нумаях пулмасть пирĕн района Раççей Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен ветеранĕсен сумлă делегацийĕ килсе кайрĕ. Вăл шутра Афган тата Чечен вăрçисене хутшăннă саппасри подполковник Игорь Почейкин тата Юрий Сапожников, Афган вăрçине хутшăннă Владимир Лукин, саппасри аслă лейтенант Николай Кортунов, "Раççейри ветерансен пĕрлешĕвĕ" республикăри обществăлла организацийĕн председателĕ Николай Семенов, ШĔМ-н саппасри полковникĕ Юрий Григорьевский тата ыттисем. Делегаци йышĕнче _ Аслă Отечественнăй вăрçă нушине хăйсен куçĕпе курнă Нил Морозов, Агриппина Янович. Делегаци вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксене асăнса лартнă палăк умне чечек кăшăлĕсем хунă. Ветерансем ушкăнсем çине пайланса патриотизмла воспитани парас тĕллевпе шкул ачисемпе тĕл пулнă. Çав кунах хăнасем Раççейри ветерансен комитечĕн йышăнăвĕпе "Сталинградри çапăçăва 70 çул" асăну паллине Андрей Мадебейкина, Александр Афондеркина, Семен Шорникова, "Беларуссие ирĕке кăларнăранпа 70 çул" паллăна Арсентий Вадейкина, Михаил Агафонова, Иван Фролова парса чысланă. А.ДМИТРИЕВА.