13 декабря 2014 г.
Ватти те, вĕтти те чăтăмсăррăн кĕтекен чи асамлă уява хатĕрленме те пуçларăмăр ĕнтĕ. Уйрăмах çакă каç пулттипе район центрĕнче палăрать _ организацисемпе предприятисен, лавккасен çурчĕсем тĕрлĕ тĕспе хĕмленекен çутăсемпе илемленчĕç. Иртсе çỹрекенсен куçĕсене уйрăмах район больницин территорийĕ илĕртет пулĕ _ кунта улмуççисем хĕле пăхмасăр "çеçке çурнă" тейĕн, поликлиника çурчĕн икĕ айккипе те "шыв юххи" хĕмленет, кашни чỹречере тем тĕрлĕ çутăсем выляççĕ. Чăн-чăн асамлă юмах тĕнчи. Больницăна шалтан та тăрăшсах капăрлатнă _ йăлтăрккисене шеллемен, капăр чăрăш та лартнă... Кун пек илеме курсан хăшĕ-пĕрисем, тен, тухтăр пỹлĕмне çитеймесĕрех сывалнине туяççĕ пулĕ _ хăйне лайăх туйма тепĕр чух çынна нумай та кирлĕ мар вĕт. Калас пулать, Çĕнĕ çул уявĕсене çỹллĕ шайра йĕркелесе ирттерес тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров йышăну кăларнă. Унпа килĕшỹллĕн учрежденисемпе предприятисен хăйсен çурчĕсене, территорийĕсене уяв сĕмĕ кĕртмелле. Конкурс декабрĕн 27-мĕшĕччен пырать. Çĕнтерỹçĕсене парнесем кĕтеççĕ. А.ТИМОФЕЕВА.