13 декабря 2014 г.
Çăматă йăвалама пĕлмесен кăмака çинчен те ан ан, тенĕ ĕлĕк. Вăл вăхăтра çăматă хĕллехи тĕп атă-пушмак пулнăран çапла каланă ĕнтĕ. Хальхи саманара ку каларăш хăйĕн пĕлтерĕшне çухатнă. Анчах та çăматă йăвалас ăсталăх халĕ те упранса юлнă-ха.
Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан çăматă ăстине Зоя Самылкинана ку тăрăхра пĕлмен çын çук. 81 çулхискер халĕ те юратсах çăматăсем калăплать, çамрăксене те вĕрентет. Зоя Матвеевна пĕчченех пурăнать. Мăшăрĕ тахçанах çут тĕнчерен уйрăлнă. Ачисем те тахçанах хăйсем çемье çавăрнă. Кинеми халĕ пĕртăван Пелагея Столяровапа çăматă йăвалать. Вашават хĕрарăм ир ирех мунча хутса ярать те малашнехи ĕçе пикенет. Тĕп ĕç пỹртре пуçланать. Кинеми пулас çăматă валли çăм уйăрса илет, виçсе хатĕрлет. Малалла ăна Пелагея аппăшĕ пулăшать. Вăл та пĕчченех пурăнать. 85 çулхи ватă ĕçсĕр лараймасть, çавăнпа кашни ир йăмăкĕ патне васкать. Çапла ватăсем хĕлĕпех тăрăшаççĕ, пĕр сезонра 80 мăшăр хатĕрлеççĕ. Иртнĕ çулсенче кунне ик-виç мăшăр тунă пулсан, халĕ пĕрре йăвалантарсан та савăнаççĕ. Ĕçĕ çăмăл мар, вăй нумай хумалла, таптарнă çăмпа сехечĕ-сехечĕпе ĕçлесе тар тăкмалла. Темĕнле йывăр пулсан та вĕсем çак ĕçе чун ыйтнипе пурнăçлаç&¸ĕ. Кинемисем тепĕр чухне хăйсен аллипе ăсталанă çăматăсене пасара сутма тухаççĕ, ытларах уявсенче парнелеççĕ.
Зоя Матвеевна обществăлла пурнăçра хастарлăх кăтартать. Çакна тĕрлĕ шайри чылай тав çырăвĕпе хисеп хучĕ те çирĕплетет. Кинеми ял уявĕсене кăмăлпах хутшăнать, хăйĕн ĕçĕсенчен курав та йĕркелет. Пĕр уявра вăл аякран килнĕ хăнасене 20 çăматă парнеленĕ. Хастар хĕрарăм Советски урамĕн старости шутланать. 2007 çулта вăл республикăра чи лайăх староста ятне тивĕçнĕ. Хĕрлĕ Чутайра унăн ячĕпе пĕр тăкăрлăк хисепленсе тăрать. Чăваш наци музейĕнче вара Зоя Матвеевнана халалланă фотоальбом курăмлă вырăн йышăнать. А.ДМИТРИЕВА.
¸