АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лаша та такăнать

13 декабря 2014 г.

Пурăнан пурнăçра тем те пулать. Лаша та такăнать теççĕ... Çын пушшех те. Самана та улшăнчĕ _ мĕн тăвăн? Тен, çавăнпа çемьесем арканаççĕ те. Паллах, упăшкипе арăмĕ те айăплă. Мăшăр уйрăлнин виçĕ сăлтавне кăтартам. 1-мĕш сăлтав: мăшăрсенчен пĕри "симĕс çĕленпе" туслашни. Паянхи кун ĕçмен çын çук та пулĕ: хаяррине хĕрарăмĕ те, арçынни те тиркемест. Анчах хăшĕ-пĕри виçине пĕлсе ĕçет, тепри вара пурнăç тĕллевне те çуттинче тупать. Уявсемпе çуралнă кунсене паллă туни япăх мар. Хăшĕ-пĕрин уяв уйăха та тăсăлать вĕт-ха. Мĕнле чăтăн. Кун пеккинчен ывăнса çитнисем уйрăлаççĕ те. 2-мĕш сăлтав: чухăнлăх. Иртнĕ ĕмĕрте хĕрарăм 1-2 ача çуратнипех çырлахман, кил-çурта ача -пăча сассипе тултарнă. Вĕсене тăхăнтартма та вăй-хал çитернĕ. Уй-хирте те пĕрле ĕçленĕ, савăнма та пĕлнĕ. Паянхи çамрăк çемьесене кун пирки каласан çăварĕсем тĕлĕннипе карăлсах каяççĕ-тĕр. Тен, медицина çỹллĕ шайра пулнă пулсан пĕр сак тулли ача лармĕччĕ ун чухне те. Халĕ вара эпир, çамрăксем, 1-2 ачана тăрантарма та укçа çитерейместпĕр. 3-мĕш сăлтав: пĕр-пĕрне улталани, каçарманни. Пысăк укçа хăваласа ют çĕре кайнисем чылай халĕ. Арçынсем, çемье пуçлăхĕсем, тăван киле уйăхĕ-уйăхĕпе те килмеççĕ, пысăк укçа çапаççĕ. Ют çĕрте тепĕр çемье тупнисем те çук мар. Тăван киле вара "ылтăнсăр" килни те пулать. Аякра та майрасем пур çав. Çыннăн тем тесен те лайăхрах. Килти арăм ятлаçать, ĕç хушать. Ăна яланах тем килĕшмест. Ютти вара килĕшỹллĕ те йăваш. Вĕсем çине те пăхас килет пулĕ. Арçыннăн укçи çук пулсан майрисем пăхмĕç те ĕнтĕ. Çапла киле пушă кĕсьепе таврăнма тивет те. Кил хуçи хĕрарăмĕн чунĕ çук мар, улталанине таçтан сисĕ. Пĕри, юратаканни, паллах, ултава каçарма вăй-хал çитереет, тепри каçармасть. Ман шутпа, арканакан çемьене суд йышăнăвĕ мар, çывăх çынсен е психолог пулăшăвĕ кирлĕ. Пĕр-пĕрне ăнланма, каçарма пĕлмелле. Малашлăх çинчен, тĕпренчĕксем пирки шухăшламалла. Нумай мăшăр йăнăшсене тỹрлетсе пĕрлех пурăнма шут тытĕччĕ. Аслисен ăслă канашĕсем тем тесен те паянхи кун çамрăксемшĕн ытлашши пулмĕç. Вĕсем пулăшсан тата хамăр хушсан пурăнма пулать.

Анна ВАСЮКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика