17 декабря 2014 г.
Тĕрлĕ пулăмсенчен пуян Культура çулталăкĕпе сыв пуллашрĕç декабрĕн 12-мĕшĕнче хĕрлĕчутайсем. Культура çулталăкĕ пирĕншĕн ăнăçлă пулчĕ теме те юрать пулĕ. Йăлана кĕнĕ культура мероприятийĕсем те чылай иртрĕç, республика тулашĕнчи тата ют çĕр-шыври артистсем те района килсе хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç, хамăрăннисем те тĕрлĕ çĕре тухса çỹрерĕç. Пирĕн район кăçал Культура территорийĕ пулчĕ-çке. Ырă ята тивĕçлĕ, чи пултаруллă культура ĕçченĕсене уяв каçĕнче тĕрлĕ хисеп хучĕсем парса чысларĕç. Халăх пултарулăхне аталантарас ĕçе тỹпе хывнăшăн халăх хорне çỹрекен Лариса Грушенкова, Нина Маркова, Людмила Мадебейкина тата тĕп библиотекăн художник-реставраторĕ Юрий Хохлов район пуçлăхĕн Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç, халăх хорне çỹрекен Венера Бутузова, Надежда Дадюкова _ район администрацийĕн Хисеп грамотине. Çавăн пекех Хусанушкăнь ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Любовь Кузнецова район культурине аталантарас ĕçе тỹпе хывнăшăн район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ. Çитес çула çĕр-шывра Литература çулталăкĕ тесе палăртнă. Чăваш Енре вара 2015 çула Константин Иванов поэта халалланă. Вилĕмсĕр "Нарспи" поэма авторне сума суса тĕрлĕ мероприяти ирттернĕ май республикăра пурăнакансем, уйрăмах çитĕнекен ăру, культура вăй-хăватне ỹстерессе, çĕр-шывăн историпе культура эткерне упрасса, халăхсем хушшинчи туслă çыхăнăва тата çĕр-шыв, республика сумне çирĕплетессе шанаççĕ. Çулталăк вĕçĕнче "Иксĕлми Чутай çăл куçĕсем" фольклор фестивальне ирттересси районта ырă йăлана кĕчĕ. Кăçал тата вăл Культура çулталăкĕн хăйне евĕр пĕтĕмлетĕвĕ те пулчĕ. Культурăпа кану центрне куракансем яланхи пекех йышлăн пухăнчĕç. 12 фольклор ушкăнĕ хăйĕн пултарулăхĕпе, халăх юрри-такмакĕпе, ташши-юррипе савăнтарчĕ. Танлаштарса пăхсан пĕтĕмпех курăнать теççĕ. Пĕрремĕш хут курмастăп та фольклор фестивальне, пĕтĕмĕшле илсен кăçал пĕлтĕрхи шая çитеймерĕ пек туйăнчĕ. Пĕтĕмпех хăй вырăнĕнче пек _ фольклор ушкăнĕсем пур ял тăрăхĕнчен те пур, чылайăшĕ чутайсен çи-пуçĕпе, тем тĕрлĕ музыка инструменчĕн сасси те янăрарĕ, коллективсенче çĕнĕ çынсем пурри те тỹрех куçа курăнчĕ, хăш-пĕр ушкăнсенче арçынсем те ытларах кăçал ... Çапах та, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, тем çитмерĕ. Хăш-пĕр фольклор ушкăнĕсен пултарулăх çăл куçĕн таппи сỹрĕкленнĕн курăнчĕ. Манăн вара "Иксĕлми Чутай çăл куçĕсем" çултан-çул вăй илсе пынине курас килчĕ пулинех... ... Тата çакă та куçа тăрăнчĕ _ ытти çулсенче çĕнтерỹçĕсене Дипломсемпе пĕрле хаклă парнесем параканччĕ. Кăçал вара Дипломĕсем пулчĕç, парнисем курăнмарĕç... Жюри хăйĕн кăмăлне çапла палăртрĕ: Чутай тăрăхĕнчи юрăсене, йăла-йĕркене упраса хăварса сцена çине илсе тухнăшăн пĕрремĕш вырăна районти ветерансен "Шанчăк" фольклор ушкăнĕ çĕнсе илчĕ, иккĕмĕшне "Сăр таппи" (Пантьăк ял тăрăхĕ) тата "Шуçăм" (Штанаш) фольклор ушкăнĕсем тухрĕç, виççĕмĕшсем _ "Айхол" (Атнар), "Çартмас" (Хĕрлĕ Чутай) тата "Шокăль" (Культурăпа кану центрĕ).
А.КАРПОВА.