17 декабря 2014 г.
Район территорийĕнче хутса ăшăтмалли тапхăр пынă май прокуратура "Исток" тулли мар яваплă обществăн виçĕ котельнăйĕнче тĕрĕслевпе пулчĕ, асăннă объектсенче пушар хăрушсăрлăхĕн саккунне пăхăнманнине тупса палăртрĕ. Тупса палăртнă çитменлĕхсем 2014-2015 çулсенчи хутса ăшăтмалли тапхăрта йывăрлăхсем кỹме пултарни куçа курăнать: объектра пушар сỹнтеркĕчĕсене (огнетушительсене) пăхса тухман, тĕрĕслемен, учета илмелли журнала пуçламан, пушар хăрушсăрлăхĕн щитне туса çитермен, хăйăр ешчĕкĕ те пушă пулнă, савук кĕреçе вырăнта пулман, хушма пỹлĕмре электричество пралукĕсем пĕтĕрĕнсе выртнă, сыпăннă вырăнсене изоляцилемен тата ытти те. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕпе "Исток" ТЯО ертỹçине В.Пашкуртова представлени тăратрăмăр. Унсăр пуçне унăн РФ КоАП-ĕн 20.4 статйин 1-мĕш пайĕпе административлă явап тытма тивет. Валерий ШОРКИН, район прокурорĕ.