17 декабря 2014 г.
Декабрь уйăхĕ спорт ăмăртăвĕсемпе пуян. Çак кунсенче шахмат тата шашка, волейбол вăййисене кăмăллакансем, ишме юратакансем, кире пуканне йăтакан спортсменсем хăйсен вăйне район, республика шайĕнчи тупăшусенче виçнĕ. Кире пуканне йăтассипе Декабрĕн 13-мĕшĕнче Шупашкар районĕнче кире пуканне йăтассипе турнир иртнĕ. Пирĕн спортсменсем те унтан лайăх кăтартусемпе таврăннă. 58 килограмран сахалтарах туртаканнисем хушшинче 129,5 очко пухса Геннадий Данилов виççĕмĕш пулнă. 48 килограмран сахалтарах туртаканнисем хушшинче 136 очко пухса Алексей Данилов пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине тăнă. 63 килограмран сахалтарах туртакан спортсменсем хушшинче 108 очко пухса Леонид Ярадов иккĕмĕш вырăн йышăннă. 53 килограмран сахалтарах туртакан хĕрсем хушшинче 102 очко пухса Анастасия Медведева пиллĕкмĕш вырăн йышăнма пултарнă. Волейболла выляса Çак кунах "Хастар" ФСК-ра "Урожай" чемпионатăн зонăри тапхăрĕ иртнĕ. Унта Етĕрне, Муркаш тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисен волейбол командисем тĕл пулнă. Ăмăртусен пĕтĕмлетĕвĕпе хĕрлĕчутайсен команди виççĕмĕш тухнă. Шашкăлла тата шахматла Декабрĕн 14-мĕшĕнче районти "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕнче шахматла тата шашкăлла вылякансем тĕл пулнă. Хĕрарăмсем хушшинче шахматла выляса Елена Гурьянова пĕрремĕш вырăн йышăннă, Ирина Чубайкина _ иккĕмĕш, Елена Афанасьева _ виççĕмĕш. Шашистсем хушшинче Николай Сергеев пĕрремĕш пулнă, Леонид Еремеев _ иккĕмĕш, Юрий Миронов _ виççĕмĕш. Хĕрарăмсем хушшинче Ирина Чубайкинана çитекенни пулман, Яна Никифорова _ иккĕмĕш, Елена Гурьянова _ виççĕмĕш. Ирĕклĕ майпа кĕрешĕç Çак кунсенче, декабрĕн 17-18-мĕшĕсенче, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем Раççей шайĕнчи ăмăртусене (Раççей Геройĕ, авиацин генерал-лейтенанчĕ Николай Гаврилов парнисене çĕнсе илессишĕн) хутшăнаççĕ. Вăл Çĕнĕ Шупашкарта иртет. Командăсем 15 регионтан çитмелле. Турнира 400 ытла спортсмен хутшăнĕ. Районтан асăннă ăмăртусенче ултă спортсмен тупăшĕ.
А.АЛЕКСЕЕВА.