20 декабря 2014 г.
Росстат çырава ирĕксĕрлесе хутшăнтарма йышăннă иккен. Енчен те кам та кам çырава ирттерекене кĕртмест пулсан е хăй пирки йăнăш даннăйсем парать пулсан _ укçа тỹлеттерĕç. Вырăнта çук тăванĕсем пирки пĕлтерме килĕшменнишĕн те "кĕмĕл" кăларса хума тивĕ. Хальлĕхе штрафĕ пысăках мар _ 100-300 тенкĕ кăна. Аса илтеретпĕр, юлашки хут çырав 2010 çулта иртнĕччĕ. Теприне 2020-мĕш çулта йĕркелесшĕн. Çитес çул та, октябрь уйăхĕнче, микроçырав ирттерме палăртаççĕ. 2010 çулхи çырава пĕтĕмлетнĕ май Росстат унта пĕр миллион çын хутшăнма кăмăл туманни пирки асăннă, тепĕр 2,6 миллион çынна килте кĕтсе илеймен пулать. Çынсем хăйсем пирки тулли информаци пама килĕшменнине кура даннăйсене туллин тултарма май килмен иккен. Тĕслĕхрен, мĕнле пĕлỹ илни пирки 3,5 миллион çын хуравлама кăмăл туман, тăватă миллион тупăш çăл куçĕ çинчен каламан.
А.Дмитриева.