АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нихăçан та ан пултăрччĕ вăрçă çĕр çинче

20 декабря 2014 г.

1941-1945 çулсенчи хаяр та хăрушă вăрçăра фашистла Германие çĕнтернĕренпе 70 çул çитет. Çĕнтерỹ уявне эпир савăнăçпа куççуль уявĕ тетпĕр. Совет çыннисене парăнтарма, чурасем туса хума шутланă фашистсене çĕнтернĕшĕн эпир савăнса мăнаçланатпăр. Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн паттăррăн çапăçса вилнĕ тăвансене куççульпе аса илетпĕр. Пирĕн халăх фашистсен ирсĕр ĕçĕсене, вĕсем кỹнĕ хуйха, хĕн-асапа нихăçан та манас çук. Тăватă çула тăсăлнă вăрçăра нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕр-шыва питĕ пысăк тăкак кỹнĕ. Тăшман çарĕсем 1710 хулапа поселока, 70 пин яла, 32 пин заводпа фабрикăна, 78 пин колхоза аркатнă. Вăрçă çулĕсенче 20 миллион совет çынни вилнĕ.

Мишеркасси ялĕнчен Тăван çĕр-шыва хỹтĕлеме 204 çын фронта тухса кайнă. 97-шĕ вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă. 65 хĕрарăм упăшкасăр, 164 ача ашшĕсĕр тăрса юлнă, 40 ача ашшĕ вăрçа кайнă хыççăн çуралнă. Пĕтĕм йывăрлăх хĕрарăмсемпе ачисем, ватă çынсем çине тиеннĕ. Салтак арăмĕсем ырми-канми ĕçлесе килти хуçалăха саланма паман, ачисене выçса вилесрен çăлса хăварнă, вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вăрçă хирĕнчен вилни çинчен пĕлтерекен хутсем килсен пысăк хуйха халăхпа пайланă, пĕр-пĕрне йăпатса пулăшнă. Лашасене вăрçа илсе кайсан уйсене вăкăрсемпе сухаланă, тыррине кунтăксемпе акнă, çурласемпе вырнă, кĕлтисене алă вĕççĕн тултса капансене хывнă, çĕрĕ-çĕрĕпе авăн çапнă. Тыррине фронтри салтаксем валли Çĕмĕрлене вăкăрсемпе леçнĕ. Хĕллехи вăхăтра каçсерен кĕнчеле арланă, пир тĕртсе çемье валли кĕпе-йĕм çĕленĕ. Кăмака хутма вутă пĕтсен ăна вăрмантан çунашкапа туртса килнĕ. Лампа çутма краççын çитмен, хăйă çутипе ĕçленĕ. Выçлăх çулĕнче халăх çимелли çуккипе аптăранă. Темĕнле йывăр пулсан та хĕрарăмсем хĕн-асапа чăтса ирттернĕ, фронта çимелли, тăхăнмалли япаласем парса тăнă, Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă. Пирĕн патшалăх мирлĕ политикăна тытса пынипе 70 çул вăрçăсăр пурăнатпăр.

Мишеркасси ялĕнче вăрçă участникĕсем те, салтак арăмĕсем те çук ĕнтĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи çинчен ашшĕсемсĕр ỹснĕ çынсем кăна пĕлеççĕ. Паян вăрçăра вилнĕ салтаксен ачисем 18-ăн пурăнаççĕ. Вĕсен шутĕнче Григорий Андреевич Кондратьев салтакăн Санька ывăлĕ, Дмитрий Степанович Сорокин лейтенантăн Зойăпа Лиза хĕрĕсем, Степан Егорович Микушкинăн Петьăпа Анюк ачисем, Матвей Леонтьевич Титилкин салтакăн Зойăпа Нина хĕрĕсем, Яков Дмитриевич Вазяковăн Ванькăпа Анюк ачисем, Григорий Васильевич Трифонов салтакăн Надьăпа Маруç хĕрĕсем, Ермей Алексеевич Крышкинăн Надя хĕрĕ, Яков Константинович Даниловăн Анни хĕрĕ, Дмитрий Осипович Кузьмин сержантăн Надя хĕрĕ, Дмитрий Алексеевич Крышкин салтакăн Геннадий ывăлĕ, Петр Степанович Наумовăн Петя ывăлĕ, Василий Васильевич Захаровăн Наçкипе Райка хĕрĕсем. _ Атте вăрçа тухса кайнă чухне эпĕ икĕ çулта кăна пулнă, _ терĕ 74 çулхи ĕç ветеранĕ Александр Кондратьев, нумай çул вăрман хуçалăхĕнче ĕçлесе ырă ята тивĕçнĕскер. _ Çăмăл пулмарĕ пире аттесĕр çитĕнме, вăл 1943 çулта тăшмансемпе Белорусси фронтĕнче вирлĕн çапăçса вилнĕ. Мишеркассинчи салтак арăмĕ Анаталия Кузьмина музейре упранакан хăйĕн аса илĕвĕнче çапла çырни пур. "Мĕтри упăшкам вăрçа тухса кайнине ниепле те манаймастăп. Пĕр уйăхри Надя хĕрĕме алла тытса ачашласа чуп турĕ те: "Тăван çĕр-шыва хỹтĕлеме каймаллах", _ тесе Чутайри çар комиссариатне çул тытрĕ. Фронтран таврăнаймарĕ вăл. 1943 çулта Смоленск облаçĕнче фашистсемпе паттăррăн çапăçса вилни çинчен пĕлтерекен хут килчĕ. Ашшĕсĕр ỹссе çитĕнчĕ Надя. Пурнăç çулĕ çине тухсан Утаркассинче пурăнакан Михаил Ивановпа пĕрлешсе çемье çавăрчĕç, 4 ача çуратса çитĕнтерчĕç. Вăрçăра вилнĕ салтак хĕрĕ Надя паян 10 мăнукĕ тата 2 кĕçĕн мăнукĕ çине пăхса савăнать.

- Пирĕн атте Матвей Леонтьевич вĕреннĕ çынччĕ. Вăл "Красная Звезда" колхозра счетоводра, "Сура" промартельте бухгалтерта ĕçлетчĕ. Анне каланă тăрăх 1942 çулхи март уйăхĕнче атте Шупашкара отчетпа кайнă, унта ăна бронь пама май пурри çинчен каланă. Киле таврăнсан, ăна военкоматран повестка пани çинчен пĕлтерсен: "Ирччен те кĕтмерĕ вĕт," - терĕ анне. - "Чĕннĕ пулсан, эпĕ те кирлĕ пулнă ĕнтĕ. Тăван çĕр-шыв хăрушлăхра-çке", - тесе çĕрлех çар комиссариатне тухса кайрĕ.

Çапла пирĕн анне Ульяна Сергеевна Титилкина киле пилĕк ачапа тата ĕçлемен икĕ ватăпа тăрса юлнă, _ аса илет паян вăрçăра вилнĕ салтак хĕрĕ Зоя. - Ун чухне эпĕ 13 çулта, Таиси - 10, Давид - 7, Райка - 8, Нина 2 çулта кăначчĕ. Анне пурне те пурнăç çулĕ çине кăларчĕ, пурте çемьеллĕ пултăмăр, 22 мăнук. Вăрçă çинчен аса илме те, каласа пама та йывăр, _ вĕçлерĕ хăй сăмахне 86 çулхи ĕç ветеранĕ. 

Мишеркасси ялĕнчи хăш-пĕр çемьесенче икшер-виçшер çын вăрçăран киле таврăнманни пур. Вĕсен шутĕнче Петр, Василий, Иван Даниловсем, Василий, Федор, Иван Захаровсем, Иван, Николай, Фадей Шуньковсем, Николай, Иван Базрановсем, пирĕн Ермей аттепе Митя, Михаил шăллĕсем, - аса илет паян 85 çулхи Надя Крышкина, ашшĕсĕр çитĕннĕ салтак хĕрĕ. Хальхи вăхăтра Америкăн тĕнчере пуç пулса тăрас политикине пула Украинăра лару-тăру йывăрланчĕ. Вăл халăха пысăк инкек, хуйхă кỹнине эпир, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче вилнĕ салтак ачисем, чун-чĕрепе ăнланатпăр. Раççей Федерацийĕн çыннисем Украина халăхне пулăшма тăрăшнине ырлатпăр. Хĕн-асап кỹрекен вăрçă нихăçан та ан пултăрччĕ çĕр çинче. 

Иван ВАЗЯКОВ, хаçатăн обществăлла корреспонденчĕ. Мишеркасси ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика