АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрă-ташă ĕçре пулăш

20 декабря 2014 г.

Акă вĕсем _ мĕн кирлине сăмахсăрах ыйтма пĕлекенсем. Акă вĕсем _ нумаях пулмасть шăтса тухнă чĕрĕ пурнăç чечекĕсем, "Пилеш" ача сачĕн чи кĕçĕн ушкăн ачисем. Ача садне çỹреме пуçлани те нумаях пулмасть-ха вĕсен. Хальлĕхе вулама та, йĕркеллĕ калаçма та, çырма-ỹкерме те пĕлсех каймаççĕ-ха вĕсем. Мĕн кирлĕ-ха вĕсене? Тем те кирлĕ: ĕçмеллипе çимелли те, тăхăнмалли те, тĕрлĕ теттесем те. Пепке тимлĕх ыйтать. Эпир, аслисем, паллах, çак çамрăк халăх кăмăлне йỹнеçтерме, мĕн кирлине вăхăтра хатĕрлесе пама тăрăшатпăр. Акă вăл, мĕнле калас, никама та пăхăнман тĕпренчĕк, анчах хăй вара пурне те пăхăнтарма юратать. Çакна эпир кĕçĕннисен иккĕмĕш ушкăнĕнче ĕçленĕ май тата та аван туйса илтĕмĕр. Ача садике килнĕ пĕрремĕш кунсенчех эпир вĕсене юрă-ташăпа илĕртме май тупрăмăр. Каламасăрах паллă: ача вăл кирек кама та тарçă туса вĕри çатма çинче те ташлаттарать, ташлаттарать кăна мар, пĕр вĕçĕм юрлаттарать те. Хамăр курса сăнанинчен çакна та палăртма пулать: йăлтти-ялтти сиккелеме, тăппи-таппи пускалама, йăкăш-йăкăш шукалама сĕннисем ача кăмăлне юрлакан майлă çавăраççĕ, унпа пĕр кăмăл та пĕр чĕлхе тупма пулăшаççĕ. Ачана йĕрмĕшесрен, макăрасран пăрса яма пулăшаççĕ. Çакна кура эпир хамăр ĕçлекен ушкăн ачисене ытларах юрă-ташăпа, юрă-кĕвĕллĕ куçăмлă вăйăсемпе илĕртме тĕллев лартрăмăр. Кунсерен вĕренỹ-аталану тĕлĕшĕнчен паха вăйăсем ирттеретпĕр, сцена ăсталăхĕпе, пукане театрĕпе, юмах сăнарĕсемпе паллаштаратпăр. Çаксем ачасене питĕ килĕшеççĕ, сăнарсем евĕрлекен пуканесене, воспитатель мĕн-мĕн тунине куç илмесĕр сăнаççĕ пĕчĕкскерсем. Музыка воспитанийĕ вăл _ ача-пăча пурнăçне илем кỹмелли, ачана пур енлĕн аталантармалли мел вĕт-ха. Ачалăхра çуралнă сăнарсем пĕр вĕçĕм малалла илĕртессе шанатпăр та эпир. Çак кĕске хушăрах эпир хамăр ушкăн ачисен ỹсĕмне куратпăр та ĕнте. Ачасен кăмăлĕ яланах çĕкленỹллĕ те савăнăçлă пултăр тесе тăрăшатпăр та эпир, ача сачĕн ĕçченĕсем.

Н.ГАЛИЧАНОВА, "Пилеш" ача сачĕн воспитателĕ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика