24 декабря 2014 г.
Кĕçнерни кун Мускавра Раççей Президенчĕ Владимир Путин анлă пресс-конференци ирттерчĕ. Унта масăллă информаци хатĕрĕсен 1259 представителĕ хутшăнчĕ. Президент ыйтусене 3 сехет те 10 минут хуравларĕ _ калаçăвăн тĕп сыпăкĕсенчен пĕринпе паллаштаратпăр. _ Паянхи лару-тăру тулашри сăлтавсемпе çыхăннă, _ терĕ Владимир Владимирович. _ Чи малтанах нефть хакĕ витĕм кỹрет, ун хыççăн _ газ хакĕ. Тĕп банк, Правительство тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ. Ют çĕр-шыв валютин курсĕ паян, ĕнер чакни, тенкĕ хакланни упранса юласса шанатăп. Нефть татах йỹнелме, çакă наци валютине, инфляцие витĕм кỹме пултарать-и? Çапла, пултарать. Эпир 2008 çулта ăнăçлă усă курнă мерăсене хута ярасшăн. Нушаллă çынсене пулăшмалла, социаллă ыйтусемпе çыхăннă мĕн пур плана упраса хăвармалла. Пенсисем, бюджетниксен шалăвĕ пирки калатăп. Лару-тăру йывăрлансан хăш-пĕр тỹрлетỹсем кĕртме, ăна-кăна чакарма тивĕ. Анчах кайран ỹсĕм пуласси куç кĕрет. Мĕн вăхăтран? Ĕçсем питĕ япăх пулсан та, манăн шухăшпа, пĕр икĕ çултан. Çав вăхăтра хамăрăн экономикăна диверсификацилес енĕпе нумай ĕç тума пултарасси пирки иккĕленместĕп. Урăхла май çук. Эпир хамăрăн резервсем çине таянăпăр. Вĕсем кăçал пысăкланчĕç. Тĕп банк резервĕсем _ 419 млрд доллар. Тĕп банк çак укçапа тĕрĕс усă курĕ. Правительство резервĕсем те кăçал 2,4-2,5 трлн тенкĕ патнелле ỹсрĕç. Резервсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ _ 8,4 трлн тенкĕ. Çак укçапа социаллă ыйтусене лăпкăн татса парăпăр, экономикăна диверсификацилес енĕпе ĕçлĕпĕр. Лару-тăру çитес çулхи 1-мĕш, 2-мĕш кварталсенче, çулталăк варринче е вĕçĕнче лайăхланма пуçлĕ. Кунта уçăмсăрлăх нумай. Тĕп банкпа Правительство çак лару-тăрура кирлĕ пек ĕçленĕн туйăнать. Валюта рынокĕнче услам тума май пулсан спекулянтсем яланах тупăнаççĕ. Икĕ кун каялла вĕсенчен хăшĕсемпе телефонпа калаçрăм. Валютăна мĕншĕн кăлармастăр тетĕп. "Пирĕн кĕçех кредитсемшĕн тỹлемелле". Çавăнтах хушса хурать: "Ну, пирĕн 3 млрд доллар пур". Арчара _ 3 млрд доллар! Пĕр компанин кăна! Пуринне те пухсан 300 млрд та пуçтарăнĕ. Вĕсене ирĕксĕрлеме юрамасть, анчах патшалăх хутшăнакан компанисен хăйсен çирĕплĕхне тивĕçтермелле.