24 декабря 2014 г.
Çак тĕллевпе паян Татьяна Мурайкина Мускава тухса каять Декабрĕн 26-мĕшĕнче Мускаври Кремль Керменĕнче Пĕтĕм Раççейри Çĕнĕ çул елки пулать, унта ачасем çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пухăнĕç. Чăваш Республикинчен каякансем хушшинче Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 9-мĕш кадет класĕнче вĕренекен Татьяна Мурайкина та пур. Районта пулса иртекен культура мероприятийĕсене тăтăшах хутшăнакансем Татьяна хăйĕн уçă та кăмăллă сассипе вырăс тата чăваш юррисене шăрантарнине, килĕшỹллĕ те илĕртỹллĕ хусканусем тунине пĕрре мар курса савăннă пулĕ. Ачасен искусство шкулĕнче юрлас пултарулăхне туптаканскер, хĕр упраç тăтăшах тĕрлĕ пултарулăх конкурсĕсемпе фестивальсене хутшăнать, унта малти вырăнсене йышăнать. Вĕренỹре те аван ĕлкĕрсе пырать Татьяна, тĕрлĕ шайри предмет олимпиадисене тăтăшах хутшăнать. Спортра та маттур вăл, кăçал "Президент ăмăртăвĕсен" республикăри тапхăрне хутшăнса палăрнă. "Татьяна _ питĕ пултаруллă хĕр ача, Кремльти елкăна кайса курма вăл чăннипех тивĕçлĕ тесе шутлатăп. Ăна çак уява кайса курма суйласа илнĕшĕн эпир пурте савăнатпăр", _ тет Ирина Захарова, тăххăрмĕшсен класс ертỹçи. Çĕнĕ çул уявĕн асамне çĕр-шывăн тĕп хулинче пулса курнă, туйнă хыççăн Татьяна Мурайкина пултарулăхне татах ỹстерме хавхаланса таврăнасса шанатпăр. А.КАРПОВА.