24 декабря 2014 г.
Декабрĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин Никама Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлĕхĕн, чикĕ леш енче пурăнакан йăхташсен тата çĕр-шывсен хушшинчи гуманитари ĕçтешлĕхĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен агентствин (Россотрудничество) ертỹçипе Константин Косачевпа тĕл пулнă. "Эсир РФ Патшалăх Думин депутачĕ пулнă чухне те, Россотрудничество ертỹçин должноçĕнче те республикăшăн нумай тунă, çавăнпа Чăваш Ен халăхĕ Сире ăшшăн йышăнать. Ырă хутшăнусем йĕркеленине кура эпĕ Сиртен Чăваш Республикин Федераци Канашĕн представителĕ пулма ыйтатăп. Ăнланатăп, Эсир паян Федераци агентствине ертсе пыратăр, ытти план та пулма пултарать...", _ тенĕ Михаил Игнатьев. К.Косачев республика Пуçлăхне тав тунă, сĕнĕвне йышăннине палăртнă. "Сăмах урăх регион пирки пынă-тăк _ иккĕленеттĕм пуль. Анчах Чăваш Ен маншăн иккĕмĕш Тăван çĕр-шыв пулса тăчĕ. Шаннăшăн тавах, эпĕ шанăçа тỹрре кăларма хатĕр",_ тенĕ вăл. Тĕл пулăва вĕçленĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ К.Косачева РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕн _ Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан органĕн представителĕн полномочийĕсене парасси çинчен калакан Указа алă пуснă. Пĕрисем пуяççĕ, теприсем улталанаççĕ Иртнĕ юн кун тата кĕçнерни кун пластик карттисемпе укçа пама пăрахаççĕ текен сас-хура сарăлнă хыççăн халăх банкоматсене "тапăннине" куртăмăр. Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕн управляющийĕ Юрий Бычковский ăнлантарать: "Пластик карттисемпе укçа илес тĕлĕшпе нимĕнле чăрмав та çук. Чăнах та, халăх тăруках банкоматсене сырса илнĕ май вĕсем укçа пама пăрахни пулнă, анчах та ку нимĕнле блокировкăпа та çыхăнман, пĕр харăсах нумай укçа илнине пула вĕсенче купюрăсем пĕтнĕ _ çавă çеç. Çавна май эпир хальччен куллен 60 банкомата укçа хураттăмăр, çак кунсенче вара 150-шар банкоматри укçа саппасне çĕнетсех пыма тивет. Пластик карттăсене блокировка тăваймаççĕ, хупма та пултараймаççĕ, мĕншĕн тесен эпир _ вĕсен чи хаклă клиенчĕ. Карттăсене блокировка туни вилĕмпе тан пулĕччĕ." АНЧАХ ТА... Пурин те пĕр шухăш _ мĕн пулса иртет? Эпир вĕт мĕнле _ пире кала тулĕк, çав-çав япала хакланнă, ăна пурте туянаççĕ тесе _ туххăмрах ыттисем мĕн хăтланнине тума тухса чупатпăр... Шупашкарта машинăсем сутма чарăннă тет. Мĕн хакпа сутмаллине пĕлмеççĕ иккен. Доллар малалла ăçталла çул тытĕ _ йăлтах çакăнтан килет. Мускавра вара автосалонсем тахçанах пушанса юлнă тет. Çĕнĕ автомобильсем çитес çул тин килессе кĕтеççĕ. Хваттерсемпе çыхăннă лару-тăру та лăпках мар. Пĕр пỹлĕмлисем сутлăхра юлман та иккен. Укçаллисем, нухрачĕ пĕтесрен хăраса, ăна куçман пурлăха куçараççĕ. Ахăртнех, пурнăç шайĕ ỹссе пынипе çыхăннă ку. Йăлари техникăна хамăр тăрăхра та çине тăрсах туянаççĕ. Çавна кура хакĕсем те хăпарсах каяççĕ. Тин кăна 17 пин тенкĕ тăнă телевизорсем туххăмрах 40 пин тенке çитсе ларнă тет. "Лавккара 16 пин тенкĕпе кĕпе-йĕм çумалли автомат машина пăхса хутăм. Банк картти çинчен укçа илме тесе тухрăм кăна лавккаран, таврăнтăм та _ хайхи манăн машина 30 пин тенке çитсе те ларнă..." _ каласа парать пĕри çак кунсенче пулнă пăтăрмах пирки. Вăт, куратăр-и, халăх пăлханнипе усă курса пĕрисем пуяççĕ, теприсем улталанаççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕнчи ахăр саманара, лавккасем пуш-пушă, тем вăрăмăш черет тăрса çăкăр илнĕ чух, выçса вилмерĕмĕр те, паян, сентресем тăп-тулли чух, пурăнатпăр пулĕ-ха. Сывлăх пултăр çеç. Хаксем самаях "çыртни", унта та кунта тĕрлĕрен сас-хура çỹрени пăлхантарсан та лăпкăлăха упрасчĕ, ухмаха ерсе хамăра хамăр пĕтерес марччĕ.
Хамăр инф.