24 декабря 2014 г.
Çак сăмахсем пуçа килчĕç юлашки усал хыпара илтсенех. Мĕншĕн тетĕр-и? Декабрĕн 21-мĕшĕнче Карăкçырми ялĕнче пушарта харăсах икĕ арçын çунса кайнине илтсен çан-çурăм тăрăх сивĕ чупса кайрĕ. Çулталăк пуçлансан та вут-çулăмра умлăн-хыçлăн (январь тата февраль пуçламăшĕсенче) икĕ çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнăччĕ. Ирĕксĕрех çапла калама тивет.
Эрехе пулах пĕтетпĕр вĕт. Ытларах "симĕс çĕленпе" туслă пулни инкек патне илсе çитерет-çке. Пĕччен пурăнакансен кил-çуртĕнче те нумай чухне вут-çулăм алхасни палăрать. Юлашки инкекре те мăшăрĕсенчен уйрăлнă арçынсем çунса кайни паллă пулчĕ. Вăй питти арçынсем вăхăтсăр çĕре кĕни питĕ пăшăрхантарать. Тен, мăшăрĕсемпе тĕрĕс-тĕкел пурăннă пулсан, çемьешĕн тăрăшса ырă шухăш-тĕллевпе кун кунланă пулсан кун пек инкек пулмĕччĕ те... Районти асăрхав пайĕн начальникĕ Сергей Сорокин пĕлтернĕ тăрăх, пушар 17 сехет тĕлне тухнă. Вут-çулăма пула йывăç çурт кĕлленнĕ. Пушар кил хуçи пирус туртнă чух асăрханусăр пулнăран тухнă тесе шутлаççĕ. Инкек пулас умĕн икĕ арçын эрех ĕçни паллă пулнă. Сергей Анатольевич пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи пушарсен тишкерĕвĕ çакна çирĕплетет: пушарта вилнĕ 8 çынтан 6-шĕ ỹсĕр пулнă.
Уявсем çывхарнă май уйрăмах асăрхаттарас килет: тимлĕхпе асăрханулăх пирки пĕр çеккунтлăха та манмалла мар. Электрооборудованипе, кăмакасемпе усă курнă чух пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалла. Хăвăрт хĕмленме пултаракан япаласемпе те тимлĕ пулмалла. Юсавсăр оборудованипе, кăмакасемпе усă ан курăр. Вут илтерсе янă мунчана, кăмакана тимлĕхсĕр ан хăварăр. Пĕччен пурăнакан кỹршĕсене те куçран ан вĕçертĕр, вĕсен йăнăшĕ сирех инкекпе пырса тивме пултарать. Вĕсен кил-çуртне вут-çулăм çавăрса илсен пушар сирĕн çурта та сиксе ỹкес хăрушлăх пур. Çавăнпа та асăрханулăх чи кирли пулнине ан манăр. Çулталăк вĕçлениччен темиçе кун кăна юлчĕ. 2014 çулăн юлашки кунĕсенче те пулин пушарсем ан алхасчăр, пурин те килĕ-çуртĕнче уяв сĕмне кĕртекен çутăсем кăна ялкăшчăр, тавралăха илемлетсе савăнăç кỹччĕр!
Н.ПЕТРОВА.