24 декабря 2014 г.
Паянхи кун никама та туллин шанма кирлĕ мар. Çакăн пек лару-тăрусенче сыхланма сĕнетпĕр: - Алăкран шăнкăравларĕç. Эсир алăк шăтăкăнчен пăхатăр. Унта вара тĕттĕм е палламан çынсем кỹршĕн хваттерĕ патĕнче тăраççĕ. Асăрханăр _ вĕсем хурах пулма пултараççĕ. Вĕсене сăнăр: палламан çынсем хваттере кĕмеççĕ-и? Шикленỹ пур-тăк полици уйрăмне шăнкăравлăр.
- Сирĕн пата шăнкăравлаççĕ: е телефон çине, е алăкран. Унтан тĕрлĕ чир-чĕрпе хăратаççĕ е сире пăснине пĕлтереççĕ. "Хăнасем" тĕлĕнмелле лайăх препаратсене туянма сĕнеççĕ: апат-çимĕç, техника тата ытти сире çăлса хăваракан япаласене. Вĕсене тем тесен те туянма кирлĕ мар.
- Палламан çынсем сирĕнтен пулăшу ыйтаççĕ: подъездра е урамра юлташне япăх пулнине пĕлтереççĕ, унтан шыв, эмел е шăнкăравлама ыйтаççĕ. Кирлине алăк уçса мар, форточка е чỹрече урлă парăр. Астăвăр, кирек мĕнле препарат туяниччен сиплекен тухтăрпа е тăвансемпе канашлăр. Телефонсем, компьютерсем тата электрон архивсем урлă сирĕн пирки пĕтĕм информацие тупма пулать. Палламан çынсен сирĕн пирки информаци пуррине пĕлтереççĕ пулсан асăрхануллă пулма хистетпĕр, ВĔСЕМ _ УЛТАВÇĂСЕМ.
- Сирĕн пата поликлиникăран шăнкăравлаççĕ тейĕпĕр. Унтан сирĕн е тăванăн йывăр чир пулнине, ăна çĕнтерме хаклă эмел кăна пулăшнине пĕлтереççĕ. Пĕлĕр, çак çынсем _ ултавçăсем. Чăн-чăн тухтăр кун пек "хыпара" нихăçан та телефонпа пĕлтермĕ.
Паянхи кун уйрăмах пенсионерсене улталаççĕ:
- Тĕслĕхрен, палламан çын социаллă ĕçчен пулнине, пенси хушăннине, ветерансене преми уйăрнине, килтех укçа улăштарнине пĕлтерет. Вăл темле вашават пулсан та ăна ан ĕненĕр. Вырăнти социаллă ĕçченсене эсир сăнран пĕлетĕр ĕнтĕ.
- Йỹнĕ хакпа сĕнекен таварсене туянма ан васкăр. ÇАКĂ ЧЕЕЛĔХ.
- Сирĕн орденсене, наградăсене тата ытти хаклă япаласене курава хутшăнтарма ыйтакан çынсене темле тархасласан та, распискăпа та, ан парăр. Иккĕлентерекен çынсене курсан е ултавла ĕçсем пурнăçлакан граждансем пирки информаци пулсан тăхтаса тăмасăрах районти полици уйрăмне 02 е 2-11-02 телефон номерĕсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.
Василий БЕЛОВ, районти полици уйрăмĕн начальник çумĕ.