27 декабря 2014 г.
2014 çулăн юлашки кунĕсем. Çавна май, шăпах иртсе пыракан çула пĕтĕмлетме, килекен çула планлама вăхăт. 2014 çулта тунă, 2015 çулта тума палăртнă пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пирки, çитĕнỹсемпе çитменлĕхсем çинчен кĕскен район администрацийĕн пуçлăхне Александр Викторович Башкирова каласа пама ыйтрăмăр.
2014 çула пĕтĕмлетсе
Кăçал сахал мар ĕçлерĕмĕр. 2014 çулта тунă пĕлтерĕ-шлĕ объектсем çаксем: Культура çулталăкĕнче Питĕркассинчи Культура çуртне республика бюджетĕнчен тата район бюджечĕн хушма укçипе тĕпрен юсаса пĕтертĕмĕр. Тралькассинчи, Кив Атикассинчи, Питĕ-ркассинчи Культура çурчĕсем кашни çĕнĕ сăн кĕртсе патшалăхран 15 тĕрлĕ оборудование, компьютера, принтера, сцена костюмĕсене тата ытти япаласене тивĕçрĕ. Район больницинче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн чирлисене сыватмалли условисем лайăхланчĕç, ку енĕпе ĕçсем малалла пыраççĕ. Çĕн Атикассинче модульлĕ çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ. Анат Çĕрпỹкассинче, Иккĕмĕш Хурашашра фельдшерпа акушер пункчĕсем тума тытăнтăмăр. "Единая Россия" политика партийĕ ирттерекен "Ача-пăча спорчĕ" проектпа килĕшỹллĕн шкулсенчи спортзалсене тĕпрен юсаççĕ. Республикăри ытти районсенче çулталăкра пĕр шкулăн спортзалĕнче кăна ĕçсем пынă пулсан, пирĕн патра _ виçĕ спортзалта. Кăçал Мăн Этмен, Атнар, Çĕн Атикасси шкулĕсен спортзалĕсене çĕнĕ сăн кĕчĕ. 27 хваттерлĕ çурт хута кайрĕ. Кунта халĕ ашшĕ-амăш хỹттисĕр юлнă 17 ача тата унччен авариллĕ кил-çуртра пурăннă 10 гаждан пурăнать. Пурĕ кăçал 23 тăлăх ача хваттерсене тивĕçрĕ. Хĕрлĕ Чутай салинче ачасем валли çĕнĕ кафетери уçăлчĕ. Ял хуçалăх кооперативĕсемпе фермерсем 17 пине яхăн тĕрлĕ техникăпа вĕсене валли оборудовани туянчĕç. Çавăн пекех савăнмалла: ытти çулсемпе танлаштарсан кăçал районта: _ Тăлăх ачасене усрава илнĕ çемьесем самаях нумайланчĕç, 53 усрав çемье 81 тăлăх ачана пăхать. _ Пĕрремĕш класа каякансен шучĕ те ỹсрĕ. Хĕрлĕ Чутай шкулне пĕрремĕш класа 96 ача килчĕ, халĕ шкулта тăватă пĕрремĕш класс. _ Кăçал виçĕ фермер гранта тивĕçрĕ. Кун пекки пулманччĕ. "2012-2014 çулсенче ĕç пуçаракан фермерсене пулăшасси" тĕллевлĕ ведомство программипе килĕшỹллĕн Тралькассинчи Илья Ижендеев, Мучикассинчи Андрей Мурайкин тата Тури Çĕрпỹ-кассинчи Виктор Устинов пĕтĕмпе 3,2 миллион тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвне тивĕçрĕç. _ Виçе эрне хушши Хура тинĕс хĕрринчи Анапа хулинче иртнĕ РФ Президенчĕн ăмăртăвĕсене Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи сакăр вĕренекен хутшăнчĕ. _ Çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма социаллă тỹлеве чылай çемье тивĕçрĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕ малашне аталантăр та çĕклентĕр тесен унăн ялĕсенче пурăнакан кашни çынна упрас тĕллевпе пурин те тăрăшмалла. Манăн хăйсем çине алă хуракансене, вут-кăварпа асăрханусăр пулнишĕн инкек авăрне лекнĕ ентешсене, уйрăлакан çемьесене (чылаййăн вĕ-сем!) ытларах пурнăçа хаклама чĕнсе калас килет. Шел пулин те, çуралаканĕсем пирĕн вилекеннисенчен чылай сахалрах. Çавăнпа та килĕштерсе пĕрлешнĕ мăшăрсене мĕн пур чăрмава çĕнтерсе малалла та пĕр çулпах утма сĕнес килет. Килĕштерсе пурăнакан çемьесенче ачасем те сывă ỹсеççĕ, кулленхи ĕçре те ỹсемсем пулаççех.
Çитменлĕхсемпе çитĕнỹсем
Тыр-пул туса илессипе хĕрлĕчутайсем мĕн ĕлĕкренех патăрьелсемпе елчĕксене çитеймен. Çĕр пахалăхĕ те вĕ-сен пирĕннинчен урăхларах. Анчах та пирĕн социаллă ыйтусемпе вĕсенчен лайăхрах ĕçлемелле. Культура енĕпе эпир вăйлă теме пулать. Çултан-çул республикăри конкурссенче çĕнтерĕве тивĕçсе районти культура учрежденийĕсем тĕрлĕ музыка оборудованийĕсемпе сцена çинчи тăхăнмалли япаласем илеççĕ, клубсенче юсав ĕçĕсем ирттереççĕ. Районта кашни уявах ирттерсе юрă-ташăпа савăнатпăр. Хамăр Чутай юрри-ташшине, çи-пуçне пăрахăçа кăларас мар тесе тĕрлĕ фестивальсем ирттеретпĕр. Сывлăх сыхлавĕ тавра çакна калама пулать: кашни çулах фельдшерпа акушер пункчĕсем хута каяççĕ, район больницинче те çĕнĕлĕхсене самаях куратпăр. Спорт енĕпе хĕрлĕчутайсем республикăра малтисен ретĕнче тесе çирĕппĕнех калама пулать. Ытти районсемпе танлаштарсан районта "Хастар" спорт комплексĕ икĕ çул каялла кăна хута кайрĕ пулин те ишессипе пирĕн кăтартусем лайăх. Строительство енĕпе пирĕн вара çитменлĕхсем пур. Мана çакă пăшăрхантарать: районта нумай хваттерлĕ çуртсене тума конкурссене çĕнсе илекенсем ытти район строителĕсем. Мĕншĕн пирĕн строительсем мар?! Ку енĕпе пирĕн ĕçлемелле те ĕçлемелле.
2015 çула планлаcа
Тĕллевсем те пысăк, ĕçлес туртăм та пысăк. Района аталантарас, çынсен пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе çĕнĕ çулта пĕлтерĕшлĕ объектсем сахал мар уçăпăр. Кĕскен палăртсан, чи кирлисем çаксем: _ Хĕрлĕ Чутайра 160 вырăнлăх ача сачĕ хута ярăпăр; _ Вăрман леш енче аптека ĕçлеме пуçлĕ; _ Тихăнушкăнь тата Çĕн Ирчемес ялĕсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем уçатпăр; _ çĕр пайĕн хуçине палăртассине вĕçлемелле; _ ял хуçалăх отрасльне аталантарма шут тытнă фермерсене пулăшасчĕ. 2015 çулта Аслă вăрçă чарăннăранпа 70 çул çитет. Хамăр районта пурăнакансенчен çак Аслă Çĕнтерĕве туллин кĕтсе илсе ирттерме сĕнỹсем кĕтетпĕр. Паянхи кун ветерансен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалли программа тăрăх 12 ватă тĕрлĕ сăлтавсене пула хваттер илеймерĕ-ха. Çитес çул çак ыйтăва татса парасса шанас килет. Унсăр пуçне 2015 çулта вăтамран 500 çын "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята тивĕçĕ. Пирĕн ĕçлесси, йывăрлăхсемпе чăрмавсене çĕнтересси, çĕнĕ çуртсем тăвасси, çĕнĕ çулсем сарасси, ача-пăча çуратса вĕсене çунат сарма пулăшасси _ малта. Çавăн пекех 2015 çулта пирĕн пĕрле суйлав ирттермелле. _ Республика Пуçлăхне, район пуçлăхне, район тата ял тăрăхĕсен депутачĕсене суйлăпăр. Кашни кун усăллă ирттĕр тетĕп. Йывăрлăхсене çĕнтерсе малаллах утма шутлатпăр...
Алина ОРИНОВА калаçнă.