27 декабря 2014 г.
Вăраха кайнă онкологи чирĕсене тишкерес тĕллевпе тухтăрсен комиссийĕн канашлăвĕ пулнă. И.В. Иг-натьев тĕп врач, унăн çумĕ Л.К.Кчеткова, В.В.Петров онколог тата пĕрремĕш звенори тухтăрсемпе пайăр специалистсем пухăнса районта онкологи чирĕсем сарăлни пирки, усал чир-чĕ-рпе кĕрешмелли майсем çинчен калаçнă. 2014 çулта районта тарăна кайнă онкологи чирĕсемлĕ çичĕ çынна регистрациленĕ, вĕсенчен ỹпке ракĕпе икĕ çын, хырăм ай парĕн ракĕпе икĕ çын, шăк хăмпин, хулăн пыршă тата çỹлти янах хăвăлĕн ракĕсемпе пĕрешер çын. Асăннă пилĕк тĕслĕхĕ _ арçынсен. Çакă тепĕр хут арçынсем хăйсен сывлăхĕ çине алă сулнине, про-филактика енĕпе медицина пулăшĕвĕ илме сывлăх сыхлавĕн учрежденине пыманнине кăтартса парать. Ку чухне çапла каламалли кăна юлать: "Хаклă арçынсем, хăвăра упрăр, эсир ахаль те нумай мар!"
С.МИХАЙЛОВА.