27 декабря 2014 г.
Республикăра, çав шутра пирĕн районта та, январĕн 1-11-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри Сывлăхпа спорт кунĕсем иртĕç. Çак кунсенче республикăра пурăнакансем пур çĕрте те алăкĕ-сене яри уçнă спортзалсене, физкультурăпа спорт комплексĕсене, пăр керменĕсемпе бассейнсене, ытти спорт сооруженийĕсене çитсе сывлăхĕсене çирĕплетме пултараççĕ. Пирĕн районта та Çĕнĕ çулхи вăрăм канмалли кунсенче тĕрлĕ спорт мероприятийĕсем ирттерме палăртнă, "Хастар" спорткомплексра бассейнра ишессипе, волейболла, шашка-шахматла, сĕтел çи теннисле выляссипе, аэробика тата футзал енĕпе ăмăртусем пулĕç. Çавăн пекех январĕн 7-мĕшĕнче Сурхури ячĕпе йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртĕ. Январĕн 5-мĕшĕнче те, республикăри Пĕрлехи сывлăхпа спорт кунĕнче, районта пурăнакансене "Хастарта" кĕтеççĕ. Вăрăм канмалли кунсенче телевизор умĕнче ларса анчах мар, уçă сывлăшра йĕлтĕрпе чупса, конькипе е çунашкапа ярăнса, бассейнра ишсе сывлăха çирĕплетер! А.ТИМОФЕЕВА.