27 декабря 2014 г.
Валерий Шоркин, район прокурорĕ:
- Район прокура-тури район больни-цинче граждансене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелли саккуна мĕнле пăхăн-нине тĕрĕслерĕ, çит-менлĕхсене тупса палăртрĕ. Районта 3208 ача шутланать, вĕсене пăхса тăма штатпа тăватă педиатр çирĕплетнĕ. Пĕр ача тухтăрĕ пуçне 802 ача тивет, çакă нормăпа пăхса хунинчен (800 ача) кăшт ытларах. Çавăн пекех пĕтĕмĕшле практика врачĕсем те нормăпа палăртнинчен ытларах çынна пăхса тăраççĕ: 1500 çын вырăнне _ 1560 çын; терапевт вара 1700 çын вырăнне _ 1756 çынна. Çакă халăха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессин пахалăхне чакарма пултарать. Район больницин хирурги уйрăмĕнче ирттернĕ тĕрĕслев вара çакна кăтартрĕ: нормăпа кунта 16 койка-вырăн пăхса хунă, талăкĕпех сипленмелли стационарта вара 2014 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 23 çын пулнă. Ытти уйăхсенче те сипленекенсем ытларах пулни палăрчĕ. Штат нормипе хирурги уйрăмĕн пĕр тухтăрĕн 12 койка-вырăна пăхса тăмалла. Унсăр пуçне пĕр хирургăн нормăпа 10 пин çынна асăрхаса тăмалла, районта вара пĕр врач 16029 çынна пăхса тăрать. Хăш-пĕр медицина процедурисемпе тĕрĕслевĕсене ирттерес тесен малтанласа çырăнма пулать. Район больницинче вара шалти органсене УЗИ тума çырăннисене ытларах кĕ-ттерни палăрчĕ. Тупса палăртнă çитменлĕхсем медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелли хальхи стандартсемпе килĕшсе тăманран "Хĕрлĕ Чутай районĕн больници" бюджет учрежденийĕн тĕп врачĕ тĕлĕшпе представлени тăратрăмăр.