16 января 2015 г.
Ял хуçалăх таварĕн хакне тĕрĕслесе тăрасси ĕнер е паян тухнă йăла мар. Халăхшăн питех те пĕлтерĕшлĕ продукци хакне тишкерсех тăраççĕ: республикăра 25 тĕрлĕ продукцие, пирĕн районта вара 40 тĕрлĕ апат-çимĕçе. Чăваш Республикин министерстви пĕлтернĕ тăрăх _ хальхи вăхăтра хаксем йĕркеллĕ, виçеллĕ. Республикăра апат-çимĕç, çĕр çинче туса илекен чĕр тавар çителĕклĕ.
Республикăра тĕрĕслев пуçланнăранпа (иртнĕ çулхи августăн 12-мĕшĕнчен) чăх ашĕн хакĕ улшăнманпа пĕрех, ырашпа тулă çăнăхĕнчен пĕçернĕ çăкăрăн тата сысна какайĕн хакĕсем кăшт ỹснĕ. Çĕр улми, пахча çимĕç, сĕт юр-варĕ чăннипех те хакланни сисĕнет.
Йỹнелнĕ
Шăнтнă чăх ашĕн хакĕ 6 процент (8,63 тенкĕ), хура тул хакĕ 9 процент (6,65 тенкĕ) чухлĕ чакнă.
Хакланнă
Çав хушăрах пĕр тапхăрта пахча çимĕç, улма-çырла, сыр, рис кĕрпи, тулă çăнăхĕ, макарон изделийĕсем, ỹсен-тăран çăвĕ, тăварланă пулă, шурă çăкăр, ыраш çăкри, сĕт-турăх продукцийĕ хакланнă. Курттăм хаксем хăпарнипе сахăр-песук хакĕ 33,92 процент (13,42 тенкĕ), çăмарта хакĕ 21,62 процент (10,86 тенкĕ) ỹснĕ. Çăмарта хакланнине чикĕ леш енчен кỹрсе килекен чăх-чĕп апачĕ хакланнипе çыхăнтараççĕ.
Улшăнман
Пылак пăрăçăн, хура çăкăрăн (ыраш çăкри), тул çăнăхĕнчен пĕçернĕ шурă çăкăрăн, кăлпасси изделийĕсен, сĕтрен хатĕрленĕ продукцин, ĕçмелли шывăн, тăварăн, хура чейĕн, пулă консервисен хакĕ-сем декабрь уйăхĕнче виçеллĕ шайра пулнă.
"Иккĕмĕш çăкăр" çинчен
Хĕллехи вăхăтра пахча çимĕçпе çĕр улми хакланнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар, мĕншĕн тесен çулсеренех çапла пулса пырать. Август уйăхĕнче пахча çимĕçе уйранах сутнă пулсан хĕле кĕрес умĕн ăна пуçтарса пỹлмене хунă. Апла пулсан хресчен тăкакланнă, çавăнпа чĕр таварăн хакĕ, сăмахран, районта 20,42 процент ỹснĕ (3,60 тенкĕ). Чăвашстат кăтартăвĕпе республикăра 1 килограмм çĕр улми хакĕ 23,06 тенкĕпе танлашнă. Федерацин Атăлçи округĕнче ку хаксем вăтам шутланнă: çĕр улми хакĕпе республика 5-мĕш, кишĕр хакĕпе 6-мĕш вырăнта тăнă.
А.ДМИТРИЕВА хатĕрленĕ.