16 января 2015 г.
Кăçал юр çунăçемĕн çăвать, çакна пула хăш-пĕр çĕрте çулсене япăхрах тасатни пирки кăмăлсăрланса калаçнине те илтме пулчĕ. Апла пулсан, çакăншăн камсем яваплине пĕлмеллех. 2015 çулта районти автоçулсене пăхса тăрас енĕпе ирттернĕ аукцион çĕнтерỹçисем çаксем: "Резон" хупă акционерлă общество (генеральнăй директорĕ Валерий Атрохов, оперативлă дежурнăй телефон номерĕсем _ 2-10-59, 8 960 303 84 36) çак çулсемшĕн яваплă: "Сура" _ Березовка _ Кишлĕ, "Сура" _ Туканаш, Атнара пыракан çул (Атнар лесничестви), "Сура" _ Черемушки, "Сура" автоçул _ Шорово, "Сура" _ Березовка _ Кишлĕ _ Хĕрлĕ Çыр, "Сура" _ Трапай, "Сура" _ Урикасси (Урикасси патне пыракан çул), Кишлĕ _ Хĕрлĕ Çыр _ Атнар _ Туканаш _ II Липовка, Айхол юхан шыв çинчи кĕпер (пурĕ 26,357 км тăршшĕ); Хĕрлĕ Чутай _ Питĕркасси _ Вишенер, Питĕркасси _ Хурапыр, Питĕркасси патне пыракан автоçул, Хĕрлĕ Чутай _ Кỹпеш _ Хурапыр, Хĕрлĕ Чутай _ Вишенер _ Пчелка (пурĕ 19,473 км тăршшĕ); "Сура" _ Пантьăк _ "Туслăх" лагерь, "Сура" _ Пантьăк _ "Туслăх" лагерь _ Утаркасси, "Сура" _ Ачкасси _ Шулю, "Сура" _ Утаркасси _ Мишеркасси, "Сура" _ Утаркасси _ Хирлỹкасси, "Сура" _ Утаркасси _ Хватукасси, "Сура" _ Ачкасси _ Шулю _ Ваçкаçырми, Утаркасси витĕр каякан автоçул, "Сура" _ Ачкасси _ Шулю _ I Липовка, Утаркасси _ Пантьăк _ Пĕчĕк Этмен _ Хирлỹкасси _ Пухтанкасси, Утаркасси _ Пантьăк _ Пĕчĕк Этмен _ Хирлỹкасси _ Ирчкасси, Хăнатар тата Шулю юхан шывĕсем çинчи кĕперсем (пурĕ 34,08 км тăршшĕ); Хĕрлĕ Чутай салине пыракан çул, Хĕрлĕ Чутай _ Туктамăш _ Туктамăшри АТП, Хĕрлĕ Чутай _ Туктамăш _ Ачкасси, Хĕрлĕ Чутай _ Пчелка, Ишеккасси ферми патне çити, Хĕрлĕ Чутай салинчи çулсем, "Сура" _ Ишеккасси, Хĕрлĕ Чутай салин Завод урамĕнчи автоçул (пурĕ 19,613 км тăршшĕ). "Техник" тулли мар яваплă общество (директорĕ Владимир Спиридонов, оперативлă дежурнăй телефон номерĕ _ 8 902 240 45 95): "Сура" _ Калкасси, "Сура" _ Тумликасси, Уйпуçне пыракан çул, Элĕк _ Кив Атикасси _ "Сура" _ Уйпуç _ Çĕн Ирчемес, Элĕк _ Кив Атикасси _ "Сура" _ Малиновка, Уйпуç ялĕн Тĕп урамĕ, пушар чаçĕ патне çити, "Сура" _ Енкĕлт (пурĕ 9,637 км тăршшĕ). "Арман" тулли мар яваплă общество (директорĕ Петр Герасимов, оперативлă дежурнăй телефон номерĕсем _ 8 906 132 33 16, 8 960 303 26 05): Элĕк _ Кив Атикасси _ "Сура" _ Штанаш _ Арайкасси, Элĕк _ Кив Атикасси _ "Сура" _ Тихăнушкăнь, Элĕк _ Кив Атикасси _ "Сура" _ Çĕн Атикасси, Элĕк _ Кив Атикасси _ "Сура" _ Упукушкăнь _ Арайкасси, Штанаш ялĕнчи автоçул, Етĕрне _ Николаевское _ Çĕн Атикасси _ Чурпай, Элĕк _ Кив Атикасси _ "Сура" _ II Хурашаш, Элĕк _ Кив Атикасси _ "Сура" _ Кушлавăш, Элĕк _ Кив Атикасси _ "Сура" _ Тури Çĕрпỹкасси _ Анат Çĕрпỹкасси, Элĕк _ Кив Атикасси _ "Сура" _ Вырăсушкăнь, Кив Атикасси _ Штанаш _ Вăрманкас, Элĕк _ Кив Атикасси _ "Сура" _ Сĕнтĕкçырми, Штанашка юхан шывĕ çинчи кĕпер (пурĕ 30,343 км тăршшĕ). "Нива" ЯХПК (директорĕ Владимир Мурайкин, оперативлă дежурнăй телефон номерĕ _ 8 909 302 44 29): "Сура" _ Тралькасси _ Хăмаркка, "Сура" _ Турхан, "Сура" _ Карăкçырми, "Сура" _ Карăкçырми _ Шуккакасси, "Сура" _ Сĕнтĕкçырми (пурĕ 9,52 км тăршшĕ). "ДПМК Шумерлинская" тулли мар яваплă общество (директорĕ Виталий Васильев, оперативлă дежурнăй телефон номерĕ _ 8 903 064 31 87): "Сура" - Тури Магарин _ Триер _ Покровское _ Горбатовка (пурĕ 2 км тăршшĕ). Ялсенчи урамсене тасатассишĕн вара унчченхи пекех ял тăрăхĕсен администрацийĕсем яваплă. Яваплă çынсен транспортпа çỹрекенсене те, çуран утакансене те хăрушсăр, чăрмавсăр çулпа кал-кал тивĕçтермелле. Нихăш подрядчикăн та япăх ĕçленĕрен ял çыннисем умĕнче намăсланса пите хĕретмелле ан пултăр. Çулсене вăхăтра тата пахалăхлă тасатманшăн административлă протоколсем çырни çинчен те манас марччĕ яваплисен. А.КАРПОВА.