АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем пекех шанаççĕ

16 января 2015 г.

Мĕншĕн пенсионерсем хăйсемех ултавçăсене пурнăç тăршшĕпе пухнă пурлăха кăларса параççĕ? Ват çынна улталас тесен профессионаллă психолог пулма кирлĕ мар. Пенсионерсен вăйсăр вырăнĕсене кăна пĕлмелле. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн нумай çынпа çыхăну татăлать, информаци сахалланать. Çамрăкрах тăвансен, ĕçе çỹрекенсен, ват çынпа калаçасах килмест пулĕ çав. "Собес сотрудникĕ" тупăнать те çав вăхăтра, çитес кунсенче укçа улăштарнине пĕлтерет. Чылайăшĕ çакна ĕненет. Ват çынна кам улталĕ? Ултавçă пулăшма шантарсанах пур-çук укçана тыттарать, çĕннипе улăштарттарать. Унсăр пуçне "ырă сунакана" тав сăмахĕ те калать. Темиçе кун иртсен вара, телевизорпа улшăну пирки нимĕнле хыпар та кăтартмасан, ват çын хăйне улталанине ăнланса илет. Çакă тата, ултавçăсем ват çын сывлăхĕ çинче сахал мар тупăш тăваççĕ.

Вĕсем сĕнекен тĕлĕнтермĕш препаратсене туянма ан васкăр! Ултавçăсен аллине çакланас мар тесен ансат правилăсене пăхăнмалла:

- Палламан çынсене чуна уçса пама, çывăх çыннăрсем, тăванăрсем çинчен инфор-маци пĕлтерме кирлĕ мар.

- Енчен те сире пĕр-пĕр хаклă эмел туянма сĕнеççĕ пулсан тăхтамасăр поликлиникăна кайса врачпа канашлăр. Çак препарат сире кирлех-ши?

- Укçа тỹличчен ачăрсемпе е çывăх çыннăрсемпе канашлăр.

- Тăвансене пĕлме: ва-тăсем патне кайсах тăрăр, вĕсене тимлĕх уйăрăр, сывлăхĕпе те интересленĕр, пурнăçри пулăмсемпе паллаштарăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика