21 января 2015 г.
Çак шухăшсене пĕлтерекен çырусем редакцине вулакансенчен чылай килеççĕ. Пирĕн, журналистсен, редакцине килекен кашни çырăвăн ыйтăвне татса парассишĕн чĕре çунать. Анчах та çакă пур чухне те пиртен кăна килмест. Çавăнпа та паянхи кăларăмра сĕт тавра Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумне _ ял хуçалăх министрне Сергей Павлова сăмах парасшăн. Ял хуçалăх министрĕ ку енĕпе мĕн калĕ?! Пахалăха лайăхлатмалла Ĕне усракансем сĕт хакĕ çулла ỹкнине, хĕлле хăпарнине лайăх пĕлеççĕ. Сĕт çулла нумайрах антарать ĕне, хĕлле сахалрах, анчах ял хуçалăх кунĕсенче кашни килограмран тупăш сахалрах илеççĕ. Сĕт лавккасенче те йỹ-нелмелле пек. Анчах хака чакармаççĕ. Ял тăрăхĕсенче вăл тĕрлĕрен йĕркеленет. Продукци пуçтаракансем инçетри яла 30-50 литр сĕтшĕн автомашина хăваласа услам нумай илеймеççĕ. Куллен 300-500 литр сĕт пуçтаракан ялтан тупăш самаях тăвать. Килти хуçалăхсем те тупăш ытларах илеççĕ. Вăл е ку районти сутлăх хак чи малтанах автотранспорт тăкакĕнчен килет тесе шухăшламастăп. Хальхи вăхăтра сĕт пуç-таракансем пысăк машинсемпе турттараççĕ, тăкак ытлашши тумаççĕ. Хăш-пĕр ял тăрăхĕнче пĕр организаци çеç продукци пухать, пĕччен хак туса сĕтшĕн йỹнĕрех тỹлет. Кашни ял тăрăхĕ-нче икĕ предприятирен сахал мар пуçтарсан çеç ял-йышăн хака витĕм кỹме май пур. Тирпейлекен предприятисем сĕт туса илекенсене 2014 çулхи сентябрь-декабрь уйăхĕсенче виçĕм çулхи çав тапхăртинчен кăштах сахалрах тỹлени çĕр-шыври, республикăри экономика сăлтавĕсемпе çыхăнман. Çав вăхăтрах хăш-пĕр предприяти республикăн вăтам кăтартăвĕнчен пысăкрах хакпа йышăннине пĕлетĕп. Мĕнле тỹлесси сĕт пахалăхĕ-нчен нумай килет. Продукцие шыв хушсан, сывлăш температури ăшă чух сĕте сивĕре тытмасан, ĕнене сунă чух гигиена йĕркине шута илмесен пахан сутаймăр. Килти хуçалăхсенче те хальхи вăхăтпа килĕшсе тăракан оборудованипе усă курмалла. Ăна хамăр республикăрах сутаççĕ.
Сергей ПАВЛОВ, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ ял хуçалăх министрĕ.